Япала ячĕ
Материал из Wikipedia.
Япала ячĕ, — япалана пĕлтерекен пуплев пайĕ. Унăн ыйтăвĕсем кам? мĕн?
Япала ячĕсене пĕлтерĕшĕ тĕлĕшĕнчен икĕ ушкăна уйăраççĕ:
- пайăр ятсем (пĕр йышши япаласене пĕр-пĕринчен уйăрма панă ятсем);
- пайăр мар ятсем (ытти мĕнпур сăмахсем).
Япала ячĕсен тăватă грамматика категориĕ пур: падеж, хисеп, камăнлăх, вăхăт. Вĕсенчен чи палли — падеж категориĕ.
Япала ячĕсен икĕ хисеп: пĕррелĕ тата нумайлă. Япала ячĕсен чăваш чĕлхинче 8 падеж, пĕр вĕçленӳ.
Предложенире япала ячĕ чи кирлĕ компонентсенчен пĕри шутланать. Чăваш чĕлхинче пур член та пулма пултарать: подлежащи (Хĕвел тухрĕ), сказуемăй (Эпĕ — вĕрентекен), дополнени (Атта хаçат вулать), определени (йывăç кĕрепле), обстоятельство (кинона кайрĕç).
Япала ячĕ предложенире тепĕр япала ятне, глагола, тата паллă ята ăнлантарать. Япала ятне хăйне паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол ăнлантарма пултарать.
Чăваш чĕлхинче пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем пур (ай, аяк, ăш, варă, вĕç, пуç, çи), вĕсем япалан пайне, тавралăхăн енĕсене кăтартаççĕ. Пулăшу ячĕсен виçĕ падеж (пару, вырăн, туху) форминче çеç пулаççĕ.
Пулăвĕ енчен япала ячĕсем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулаççĕ. Иккĕмĕшлĕ япала ячĕсем ытларах морфологи мелĕпе сăмах тымарĕ çумне тĕрлĕ аффикс хушăнса пулаççĕ. Тĕслĕхрен, сунар+çă, хурăн+лăх, тимĕр+çĕ.
Синтаксиспа морфологи мелĕпе пулнă япала ячĕсем те лексикăра йышлă. Вĕсем чăваш чĕлхинче икĕ тĕслĕ:
- мăшăр сăмахсем;
- хутлă сăмахсем.
[тӳрлет] Япала ячĕсен формисем
Хăш-пĕр аффиксене йышăнса япала ячĕсене тĕрлĕрен формăсене кĕртеççĕ:
- Сулăну форми. -алла (-елле). Ку форма япала ăçталла сулăннине кăтартать.
- Палăрту форми. -и, -скер. Палăрту форминчи япала ячĕсем хăйсем тĕллĕн çӳренĕ чух вĕçленеççĕ. (ялти, ялтин, ялтине, тата ыттисем)
- Иртнĕ вăхăт форми. -чĕ. Иртнĕ вăхăта пелтернĕ чухне хушăнать. Кашни падежра хутшăнма пултарать.
Пуплев пайĕсем |
Япала ячĕ | Паллă ячĕ | Хисеп ячĕ | Местоимени | Глагол | Наречи | Евĕрлев сăмахĕ | Хыçсăмах | Союз | Татăк | Междомети |