Чăваш чĕлхи
Материал из Wikipedia.
Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри, пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи пăлхарпа хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче вырăс чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Унăн виçĕ диалект пур: тури (вирьял), анатри тата мал енчи.