Шлезвиг-Хольштайн
Материал из Wikipedia.
|
|||||
Тĕп хула | Киль | ||||
Пысăк хулисем | Киль, Любек, Фленсбург | ||||
{{{пуçлăх титулĕ}}} | Петер Харри Карстенсен | ||||
Лаптăк | 15.763,18 км2 | ||||
Халăх йышě - пĕтĕмпе - çын/км2 |
2.828.986 (2005) 179/км2 |
||||
çĕр гимнě | Schleswig-Holstein meerumschlungen |
Шлезвиг-Хольштайн (нимĕçле: Schleswig-Hostein), — Германи федераллă çĕрĕ. Çурçĕр енче вырнăçнă. Чиккисем Данипе, тата Германин ытти çĕрĕсемпе юнашар иртеççĕ. Çыранĕсем Çурçĕрпе Балтика тинĕсĕсем çине тухаççĕ.
[тӳрлет] Халăх
Шлезвиг-Хольштайнта пурăнакан халăхсен ытларах пайĕ — нимĕçсем. Çавăн пекех унта фризсем, датчансем авалтан пурăнаççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче Вăрçи хыççăн нумай нимĕçсем ытти Германин регионĕсенчен куçса килнĕ: Хĕвелтухаç енчи Пруссирен, Хыççăн Померанирен.
XX ĕмĕрте кунта турккăсем нумай куçса килнĕ (1999 çулта 42 пин). Çавăн пекех саланнă Югослави патшалăхĕнчен нумайăн куçса килнĕ (1999 çулта 14 пин çын)
[тӳрлет] Пайлану
Шлезвиг-Хольштайн 11 округран тата 4 округсăр хуларан тăрать:
Округсем (нимĕçле ячĕ, тĕп хула, автомобиль паллин кочĕ)
- Дитмаршен (Dithmarschen,Heide, HEI)
- Лауенбург Герцогстви (Herrzogtum Lauenburg, Ratzeburg, RZ)
- Çурçĕрти Фрисланди (Nordfriesland, Husum, NF)
- Хĕвелтухăç енчи Хольштайн (Ostholstein, Eutin, OH)
- Пиннеберг (Pinneberg, Pinneberg, PI)
- Плён (Plön, Plön, PLÖ)
- Рендсбург-Эккерфёрде (Rendsburg-Eckernförde, Rendsburg, RD)
- Шлезвиг-Фленсбург (Schleswig-Flensburg, Schleswig, SL)
- Зегеберг (Segeberg, Bad Segeberg, SE)
- Штайнбург (Steinburg, Itzehoe, IZ)
- Штормарн (Stormarn, Bad Oldesloe, OD)
округсăр хуласем (нимĕçле ячĕ, автомобиль паллин кочĕ)
- Фленсбург (Flensburg, FL)
- Киль (Kiel, KI)
- Любек (Lübeck, HL)
- Ноймӳнстер (Neumünster, NMS)