Халăх йышě
Материал из Wikipedia.
Халăх йышě, — пěр çěр лаптăкěнче пурăнакан халăх шутне кăтартакан виçе. Халăх йышě кунран кун пысăкланма, е пěчěкленме (тěслěхрен, хальхи вăхăтра) пултарать. Нумайăш енчен илсен халăх йышě социаллă йывăрлăхěсемпе çыхăнса тăрать. Халăх пурнăçě лайăх пулсан — йышě нумайланать, япăх пулсан (вăрçă, эпидеми, тата ытти йывăрлăхсем) — сахалланать.
Палеолит вăхăчě пěтнě çěре (пирěн эрăчен 15 пин çул патнелле) пěтěм халăх йышě 3 миллион патнелле пулнă, Неолит вăхăчě пěтнě çěре — 50 млн çын. Пирěн эра пуçланнă вăхăтра 230 млн. çын пурăннă, 1 пинçуллăх вěçěнче — 275 млн. çын, 1900 çулта — 1,6 млрд. çын, 1993 çулта — 5,5 млрд. çын, халě вара — 6,3 млрд. çын (2003).
Чи пысăк халăх йышěсем (1993 çул, млн. çын):
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Халăх йышěпе йěркеленě патшалăхсен списокě