Турккă чĕлхи
Материал из Wikipedia.
Турккă чěлхи (Türk dili (кěскен: Türkçe)), — тěрěк чěлхисем йышне кěрекен чěлхе, Турцин официаллă чěлхи. Турккă чěлхи патне çывăх чěлхесем: азербайджан чěлхи, туркмен чěлхи. Çавăн пекех турккă чěлхи патне Молдавири балкан-тěрěк гагаузсен диалекчě çывăх.
Халě пěтěм тěнчере 200 миллиона яхăн çын турккă чěлхипе калаçать (хăш-пěр даннăйсем тăрăх 250 млн. патнелле). Вěсенчен Турцире 72 млн çын (90% пěтěм халăх йышěнчен), Швецире 3 млн патнелле — Иракра, 3 пин патнелле — Иранра, 2 млн патнелле — Германире, Болгарире — 3 млн, 850 пин çын Кипрта, 170 пин çын Австрире.
[тӳрлет] Алфавит
Турккă чěлхи 29 саспаллинчен тăрать.
a b c ç d e f g ğ h ı i j k l m n o ö p r s ş t u ü v y z