Непал
Википедири материал
|
|||||
Патшалăх чĕлхисем | непали | ||||
Тĕп хула | Катманду | ||||
Чи пысăк хула | Катманду | ||||
Патша | Гьянендра Бир Бикрам Шах Дева Джириджа Парсад Койрала |
||||
Лаптăкě - Пĕтĕмпе |
94 вырăнта 140 800 км² |
||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе (2005) - Йышлăхĕ |
40 вырăнта 27 676 547 184/км² |
||||
Валюта ячě | Непал рупийĕ | ||||
Вăхăт поясě | ГВ +5:45 пуçласа +5:45 таран | ||||
Патшалăх гимнě | Непал патшалăхĕн гимнě | ||||
Интернет доменě | .np | ||||
Тел. префиксě | 977 |
Непал, — Азири патшалăх. Гемалай тăвĕсенче вырнаçнă. Тĕп тĕн шучĕнче индуизм шутланать.
[тӳрлет] Географи
Непал патшалахĕ Ази континенчĕ çинче, 26-пе 30-мĕш çурçĕр широти градусĕсен тата 80-пе 88-мĕш хĕвелтухăç долготи градусĕсен хушшинче вырнаçнă. 140 пин тăваткал метр лаптăкĕнчен 4-ăшне шалти шывсем йышăнаççĕ. Непал икĕ нумай халахлă патшалăхсем хушшинче, Индипе Китай хушшинче вырнаçнă.
[тӳрлет] Халăх
Культурăпа халăх енĕнчен Непалта çĕр ытла халăхпа кастăсем пурăнаççĕ. Непал халăхĕ çитмĕл ытла терлĕ чĕлхепе тата вырăнти калаçупа калаçать. Вĕсем çав енченех аталансах пыраççĕ.
Непал халăхĕсем ытларах енĕпе тибетпа бирма тата индо-европа чĕлхе ушкăнĕсене кĕреççĕ. Халăхсем хушшинче тарса хăталнисем те, куçса килнисем те, тапăнса килекенсем те пур. Сăмахран илсен, Бахунсем 1300 çулта Непала арабсенчен кăнтар енчен тарса килнĕ. Шерпсем вара, 500 çул каялла çурçĕр енчен монголсенчен тарса килнĕ. Хăш-пĕр халăхсем, тĕслĕхрен, неварсем тата тхару, ăçтан пулса кайни паллă мар.
Чи йышлă Непал халăхĕсем:
- Чхетри (пур халăх йышĕнчен 12, 8% йышăнаççĕ)
- Сăртри Бахунсем (пур халăх йышĕнчен 12, 7% йышăнаççĕ)
- Магарсем (пур халăх йышĕнчен 7, 1% йышăнаççĕ)
- Тхару (пур халăх йышĕнчен 6, 8% йышăнаççĕ)
- Тамангăсем (пур халăх йышĕнчен 5, 6% йышăнаççĕ, Катманду айлăмĕнче тата тĕп сăрт-тусенче пурăнаççĕ)
- Неварсем (пур халăх йышĕнчен 5, 5% йышăнаççĕ, Катманду айлăмĕнче пурăнаççĕ)
Çавăн пекех гурунгăсене, шерпсене, лимбу тата раи халăхĕсене асăнса хăвармалла.
Азири патшалăхсем |
---|
Азербайджан | Армени | Афганистан | Бангладеш | Бахрейн | Бруней | Бутан | Хĕвелтухăçри Тимор | Вьетнам | Грузи | Египет¹ | Иордан Юханшывĕн Хĕвеланăç Çыранĕ | Израиль | Инди | Индонези | Иордани | Ирак | Иран | Йемен | Казахстан² | Камбоджа | Катар | Кипр | Киргизи | Китай | КХДР | Кувейт | Лаос | Ливан | Малайзи | Мальдив | Монголи | Мьянма | Непал | ПАЭ | Оман | Пакистан | Раççей² | Саудов Аравиĕ | Газа Секторĕ | Сингапур | Сири | Таджикистан | Таиланд | Тайвань | Туркмени | Турци² | Узбекистан | Филиппин | Шри-Ланка | Кăнтăрти Корея | Япони |
¹ Ытларах енĕпе Африкăра вырнаçнă ² пĕчĕк пайĕ çавăн пекех Европăра вырнаçнă |