Монголи
Википедири материал
|
|||||
Патшалăх чĕлхисем | монгол чĕлхи | ||||
Тĕп хула | Улан Батор | ||||
Чи пысăк хула | Улан Батор | ||||
Президент | Намбарын Энхбаяр | ||||
Премьер-министр | Санжийн Баяр | ||||
Лаптăкě - Пĕтĕмпе |
18 вырăнта 1 564 116 км² |
||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе (2006) - Йышлăхĕ |
139 вырăнта 2 832 224 1,8/км² |
||||
Валюта ячě | Монголи тугрикĕ | ||||
Вăхăт поясě | ГВ +7 пуçласа +8 таран | ||||
Патшалăх гимнě | «Монголи гимнĕ» | ||||
Интернет доменě | .mn | ||||
Тел. префиксě | +976 |
Монголи (монг. Монгол), официаллă ячĕ Монгол Республики (монг. Монгол Улс) — Тĕп Азире вырнаçнă патшалăх. Çурçĕр енче чикки Раççейпе, кăнтăр енчи — Китайпа юнашар иртет, çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Çĕр лаптăкĕ — 1 564 116 км². Тĕп хули — Улан Батор.
Тупмалли |
[тӳрлет] Географи
[тӳрлет] Халăхĕ
Халăхĕ — 2 832 млн çын (2006, утă). Халăхăн 85% — монголсем, нумайăшĕпе халха-монголсем (çав шутра элжгин тата дариганга ушкăнĕсем (31 900 çын, 2000), татах хотогойт-монголсем, дархатсем, сартулсем, зун-узумчинсем (1700 çын, 1945), урянхайсем (25 200 çын, 2000), хотонсем, бурятсем (70 пин), шинэ-баргутсем (1000 çынна патнелле, 1947), захчинсем (29 800 çын, 2000), торгутсем, баятсем (50 800 çын, 2000), хошутсем, мянгатсем, олётсем, харачинсем, чахарсем, тумэтсем), 7% — казахсемпе кăркăссем, 4,6% — дурбетсем (анăç-монгол йăхĕ) тата 3,4% — ытти халăх ушкăнĕсем (хамнигансем, цаатансем, уйгур-урянхайсем, тывасем, вырăссем, китайсем). 5 миллион ытла монгол Монголи тулашĕнче (çав шутран 4,8 млн. çын ытла Китайра) пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхе — монгол чĕлхи, аслă ăру хуласенче вырăсла калаçать. Монгол чĕлхине халăхăн 85% ытла пĕлет.