Сири
Википедири материал
Сири (араб. سورية, Сурия), официаллă ячĕ Сири Араб Республики (араб. الجمهورية العربية السورية) — Çывăх Тухăçри патшалăх. Шĕкĕр хули — Дамаск.
[тӳрлет] Географи
Сири кăнтăр-анăçра Ливанпа, Израильпе, кăнтăрта Иорданипе, тухăçра Иракпа тата çурçĕрте Турципе чикĕленет. Анăç енче — Вăтаçĕр тинĕсĕ Сири çыранĕсене хумĕсемпе çапать.