Чăваш Енĕн Элĕк районĕ
Материал из Wikipedia.
Элěк районě, — Чăваш Енěн хěвеланăç еннерех вырнаçнă район. Район çӳрçěр енче Муркашпа Етěрне районěсемпе, хěвеланăç енче Хěрлě Чутай районěпе, кăнтăр енче Çěмěрлепе Вăрнар районěсемпе, хěвелтухăç енче Красноармейски районěпе юнашар вырнаçнă. Çӳрçěртен кăнтăралла район 18 çухрăма тăсăлнă, хěвеланăç енчен хěвелтухăç енне — 25 çухрăма. Пěтěмěшле лаптăкě — 554,1 км2. Район администрациě Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элěк ялěнче вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çутçанталăк
Çěр айěнчи пуянлăхсем районта çӳккипе пěрех. Кирпěч тумашкăн суглиноксем кăлараççě, тата карбонатлă породăсем хăш пěр çěртре тупма пулать.
Район климачě вăтам континенталлě. Хěлсем вăрăм та сивě, çусем ăшă. Вăтам температура хěлле -12,9°C тан, çулла — 18,3°C. Чи сивě палăртнă температура -44°C, чи ăшши — 37°C.
[тӳрлет] Халăх
1999 çулхи кăрлач 1 валли районта 22,1 пин çын пурăннă. Халăх плотноçě — 42,5 çын пěр 1км2 çине. Ял халăхě 177 ялта пурăнать, вěсенче вăтамран 205 çын. Ытларах пайěпе чăвашсем (98%) пурăнаççě.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăръел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |