Шупашкар
Материал из Wikipedia.
Шупашкар | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чăваш Ен |
Никěсленě: | 1469 |
Хула, çултан: | 1781 |
Хулăх йышě, пин çын: | 460,2 (2002) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 56° 04' |
Геогр. долготи: | 47° 10' |
Шупашкар — Чăваш Республикин тěп хули. Шупашкарта пěтěмпе 460,2 пин çын (2002 çулхи перепись тăрăх) пурăнать.
Шупашкар Чулхулапа Хусан хулисем хушшинче, Атăл юхан шывăн сылтăм çыранě çинче вырнаçнă. Шупашкар виçě район çине пайланать: Калинин районě, Ленин районě, Мускав районě тата Атăл лешенчи çěр управлениě.
Шупашкартан инçе мар унăн хула-спутникě Çěнě Шупашкар вырнаçнă. Унта пěтěмпе 125 пин çын пурăнать. Шупашкар кунě: çурла уйăхěн виççěмěш вырсарникунě.
Шупашкар хулинчен аякрах мар Атăл тăрăх кайсан Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисем вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Чăваш Енĕн тĕп хули
1920 çулта Шупашкар Чăваш автономлă облаçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21 Чăваш автономлă облаçе Чăваш АССРĕ çине куçарнă. Шупашкар Чăваш АССРăн тĕп хули пулса тăнă.
[тӳрлет] Вĕренӳ заведенийĕсем
- И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ
- И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ
- Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийě
[тӳрлет] Скверсемпе парксем
Шупашкар XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Хула урамĕсенче йывăçсем нумай пулнă пулин те, ятарласа илемлетме лартнă ӳсен-тăрансем пулман. 1930 çулчен пачах та урамсене хитрелетмен.
Лапамсем:
- Ярмарка лапамĕ
- Хĕрлĕ лапам
- Республика лапамĕ
- Çĕнтерӳ лапамĕ
Парксем:
- Н.К. Крупская ячĕллĕ парк
- Ача паркĕ
- «Шупашкар:500 çул» культурăпа кану паркĕ
- А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ
Скверсем:
- К. В. Иванов ячĕллĕ сквер
- В.И. Чапаев ячĕллĕ сквер
[тӳрлет] Хисеплĕ гражданинĕсем
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, сăвăç.
- Егорова Валентина Михайловна, спортсмен.
- Юрьев Элли Михайлович, графика енĕпе ӳкерекен художник
- Николаев Андриян Григорьевич, космонавт