Петров Николай Петрович (филологи тухтăрĕ)
Материал из Wikipedia.
Петров Николай Петрович, — филологи ăслăлăхĕсен докторĕ (1982), профессор, Чăваш наци академийĕн академикĕ (1996), Чăваш Республикин ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993). 1929 çулхи кăрлачăн 19 халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районне кĕрекен Тусай ялĕнче çуралнă.
1947—1951 çулсенче Николай Петров Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вĕреннĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта (1952—1955), Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕнче (1958—1972) ĕçленĕ, Чăваш патшалăх университечĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ (1972), стилистика кафедрин ертӳçи (1989—1998) пулнă. 1985—1986 çулсенче София университечĕнче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ, Пĕтĕм тĕнчери болгаристсен иккĕмĕш конфесне хутшăннă. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕнче чăваш чĕлхи кафедринче вăй хурать.
Николай Петров чăваш литература чĕлхин историйĕпе стилистикине, терминологийĕпе лексикографине тĕпчет. 170 ытла ăслăлăх ĕçĕ пичетленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Техника словарĕ. Ш., 1961;
- Чувашский язык в советскую эпоху: Развитие социальных функций и литературных норм. Ч., 1980;
- Нормализация чувашского литературного языка. Ч., 1988