Лексикографи
Материал из Wikipedia.
Лексикографи (греч. lexikos «сăмах» + grapho — «çыратăп»), — чĕлхе ăслăлăхĕн словарьсем тăвас ĕçĕн теорийĕпе практикине çутатса паракан пайĕ. Лексикографи объекчĕ сăмах пулнă май вăл лексикологипе тачă çыхăннă, аталанасса та вĕсем çума-çумăн аталанса пыраççĕ.
Чăваш лексикографиĕн малтанхи палăкĕсем XVIII ĕмĕрте кун çути курнă. Ку вăхăтри словарьсем йышлă, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ пичетленсе тухайман. Пичетленнĕ чи малтанхи словарьсем шутне чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикинчи кашни пуплев пайĕ çумне хушса çырнă словарь, «Сравнительные словари всех языков и наречий...», Г.Ф.Миллер тĕпчевçĕн «Описание трех живущих в Казанской губернии языческих народов...» кĕнекинчи словарь кĕреççĕ. Ал çырăвĕ хальлĕн упранакан «Словарь языка чувашского» тата «Словарь языков разных народов, в Нижегородской епархин обитающих...» словарьсене те XVIII ĕмĕрте çырса хатĕрленĕ.