Тусай
Материал из Wikipedia.
Тусай, — Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи ял. 1964 çулхи ака уйăхĕн 23 Шимар (Тусай Упи) ялĕпе Чутай (Чутай Тусай) ялĕсене пĕрлешнипе пулнă.
[тӳрлет] Истори
1922 çулхи утă уйăхĕн 1 тарин Тусай Упипе Чутай Тусай ялĕсем Етĕрне уесĕн Упи улăсне кĕнĕ. Ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесĕн Упи улăсне кĕнĕ.
1923 çулта Тусай Упи ялĕн ятне Шимар Тусай ячĕ çине, 1927 çулта Шимар ячĕ çине улăштараççĕ. 1927 çулта çавăн пекех Чутай Тусай ялăн ячĕ Чутай çине улшăнать.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 икĕ ял Вăрнар районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Трак районне кĕнĕ. 1940 çулхи çулра уйăхĕн 16 ялсене Красноармейски районне, 1962 çулхи раштавăн 20 Çĕрпӳ районне кĕртнĕ.
1964 çулхи ака уйăхĕн 23 икĕ яла пĕрлештернĕ. Ятне вара Тусай панă.
1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăт таран Красноармейски районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Петров Николай Петрович, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, академик.