Удмурт чĕлхи
Материал из Wikipedia.
Удмурт чěлхи — финн-угор йышне кěрекен чěлхе, удмурт халăхěн чěлхи.
Юлашки тěпчевсемпе килěшӳллěн, 10 яхăн диалект, 40 ытла вырăнти калаçу уйăраççě. Литература чěлхи мěн пур диалект çинче никěсленет. Хăй вăхăтěнче (VIII - XIII ěмěрсенче) пăлхар-чăвашпа удмурт йăхěсем çыхăнура пулнă. Çав тапхăртан пуçласа паянхи кунччен удмурт чěлхинче 300 яхăн чăваш сăмахě упранса юлнă. Тěслěхрен, ’акаяшка’ чăв. ака яшки, ’айкай’ чăв. ай-хай, ’сугон’ чăв. сухан, ’адями’ чăв. этем.