Игнатьева Валентина Ивановна
Материал из Wikipedia.
Игнатьева Валентина Ивановна, — чăваш ăсчахĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1998), доцент (2000). 1956 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çавалкас ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Канашри педагогика училищинчен (1976), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш шкул учителĕсен хатĕрлекен факультетĕнчен (1980) вĕренсе тухнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пуçламăш шкул вĕрентекенĕ пулса 11 çул ĕçленĕ, çав шутра 9 çул Шупашкарти 43-мĕш вăтам шкулта вырăсла калаçакан ачасене чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. 1991 çулта В.И. Игнатьевăна Республикăри вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен института чĕнеççĕ, кунта вăл 2 çул хушши аслă преподавательте ĕçлет. 1993-1994 вĕренӳ çулĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хурать: малтан чăваш чĕлхипе литература кафедрин аслă преподавателĕ, каярахпа — чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ. Ĕçленĕ хушăрах аспирантурăра вĕренет, 1998 çулта «Развитие чувашской устной речи учащихся школ с многонациональным составом (обучение грамматической стороне говорения на начальном этапе)» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
2001-2004 çулсенче чăваш чĕлхи кафедрин пуçлăхĕнче вăй хурать, 2004 çултанпа çĕнĕрен йĕркеленнĕ чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрине ертсе пырать.
[тӳрлет] Пичетленнĕ ĕçĕсем:
В.И. Игнатьевăн тĕпчев ĕçĕсен тĕп теми — чăваш чĕлхине иккĕмĕш чĕлхе евĕр вĕрентмелли ĕç меслетлĕхĕ. Çак темăпа вăл 15 çул ытла ĕçлет, çав хушăра учительсемпе шкул ачисем валли 30 ĕçе яхăн пичетлесе кăларнă.
Пичетленнĕ ĕçĕсем:
- Чăваш сăмахĕ. Вырăс шкулĕн 2-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке. - Шупашкар, 1993, 1998;
- Чăваш сăмахĕ. Вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке. - Шупашкар, 1995, 2000;
- Чăваш сăмахĕ. Вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕнче чăвашла вĕрентмелли кĕнеке. - Шупашкар, 1997, 2003;
- Чăваш чĕлхи. Тĕрлĕ чĕлхеллĕ шкулăн вĕренӳ планĕпе ĕçлекен 1-4 классен программисем. - Шупашкар, 1994;
- Чувашский язык: Справочник для учащихся начальных классов русской школы. - Чебоксары, 1998;
- «Чăваш сăмахĕ» кĕнекепе ĕçлемелли меслет кăтартăвĕсем. 1,2,3,4 классем валли. - Шупашкар, 1993, 1994, 1995, 1997, 2001.