Тăван Атăл (журнал)
Материал из Wikipedia.
Тăван Атăл, — чăваш çыравçисен илемлĕ литературăллă журнал. 1965 çулчен илемлĕ литературăн альманахĕ пек тухнă. 1940-1944 çулсенче (пурĕ 17 кĕнеке) «Илемлĕ литература» ячĕпе пичĕтленнĕ. 1944 çулта 18 кĕнекине пичĕтленĕ чухне ятне хальхи çине улăштарнă. 1965 çулхи иккĕмĕш номерĕ хыççăн периодикăллă журнал шутланать.
Халĕ журнала Хыпар издательство çурчĕ кăларать.
[тӳрлет] Журнал редакторĕсем
- Тукташ Илья Семёнович
- Эсхель Аркадий Александрович
- Элкер Семён Васильевич
- Ухсай Яков Гаврилович
- Калкан Александр Дмитревич
- Алагер Василий Осипович
- Уйăп Мишши
- Алентей Василий Степанович
- Абашев Владимир Никифорович
- Агаков Леонид Яковлевич
- Львов Пётр Константинович
- Галкин Александр Алексеевич
- Краснов Георгий Васильевич
- Таллеров Лаврентий Васильевич
- Агивер Фёдор Георгиевич