Краснов Георгий Васильевич
Материал из Wikipedia.
Краснов Георгий Васильевич, — прозаик, драматург. 1937 çулхи кăрлач уйăхăн 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Йĕрхкасси ялĕнче çуралнă.
1969 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1979 çулта Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕлле премийĕн лауриачĕ пулнă. 1984 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне, 2003 çулта Чăваш Енĕн халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Çĕрпӳ ял хуçалăх техникумĕнче, Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ.
Колхоз председателĕ, Чăваш АССРĕн радиовещанипе телевидени комитечĕн тĕп редакторĕ тата председатель çумĕ пулнă. Чăваш АССР ÇП правлениĕн председателĕ, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
Халĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультечĕн профессорĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пурĕ 20 ытла кĕнеке тухнă:
- «Кăмăл туртăмĕ» (1973);
- «Çамрăклăх пĕрре килет» (1974);
- «Ĕмер тикĕс килмест» (1979);
- «Кавар» (2004);
- «Кĕвеçекене кĕвĕ çиет»;
- «Телей патне виçĕ çухрăм»;
- «Çитетпĕр хĕрĕхе, иртетпĕр хĕрĕхрен»;
- тата ыттисем.
Унăн кĕнекисене вырăсла, белорусла, кăркăсла тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.