Васильева Елизавета Фёдоровна
Материал из Wikipedia.
Васильева Елизавета Фёдоровна, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1934 çулхи пуш уйăхĕн 1 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ярхупьушкăнь ялĕнче çыралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1950—1954 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. 1954-1959 çулсенче Елчĕкри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринче аслă лаборант (1959—1967), Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедринче аслă лаборант, чăваш чĕлхи кафедринче ассистент пулса ĕçленĕ (1971—1981). 1982 çулта «Лексические синонимы в чувашском языке» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедрин доценчĕ (1983—1996). 1996 çултанпа Чăваш патшалăх педагогика университечĕн филологи факультетĕнче вăй хурать: хальхи чăваш чĕлхипе авалхи тĕрĕк чĕлхине, тĕрĕк чĕлхисен танлаштаруллă грамматикине вĕрентет.
Елизавета Васильева наукăпа тĕпчев ĕçĕсем нумай енлĕ: пĕтĕмĕшле тюркологи ыйтăвĕсем, лексикологипе лексикографи, пуçламăш, вăтам тата аслă шкулсенчи чăваш чĕлхин методики, чĕлхе культури, чăваш литература чĕлхин историйĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Хальхи чăваш чĕлхи. Практикум. Ш., 1994;
- Синонимсен словарĕ. Ш., 1983;
- Тематический русско-чувашский словарь. Ч., 1996 (тепĕр авторпа пĕрле);
- Самоучитель турецкого языка. Ч., 2002.