Арман
Материал из Wikipedia.
Арман, — тырă авăртакан хуçалăх. Арманпа юнашар элеватор, а урăх тырă упас хуçалăх пур пулсан ку хуçалăха комбинат теççě.
Çавăн пекех арман — тырă авăртакан механизмсемпе машинăсене калаççě. Вěсем темиçе тěрлě пулаççě:
- Пăраппанлисем
- Роликлисем
- Мăлатуклисем
- Вибрациллисем
- Аэродинамическийсем
Армансем тырă кăна мар, уголь, руда тата ытти хытă япаласене тěпретеççě.
[тӳрлет] Ĕлěк
Элěк тырă авартакан механизмсене каланă. Арманра çăнăх, кěрпе тата ытти продуксене туса кăларнă. Арман жерновсенчен тата вěсене çавăракан механизмсенчен тăрать. Жерновсенчен тухнă тĕпренчĕксене аланă хыççăн çăнăх кăларнă, пысăкрах пайěсене кĕрпене янă.
Революциччен Чăваш Енре тĕрле вăйпа ĕçлекен 4300 арман ларнă.
Армансем тĕрлĕ майпа, тĕрлĕ вăйпа ĕçлеççĕ. Вĕсене кура армансене тĕрлĕ ятпа палăртаççĕ:
- Ал арманě, — жерновсене алăпа çавăрнă, килти ял хуçалăх хатěрě пулнă.
- Шыв арманě, — юханшывсем çинче лартнă, жерновсене шыв çавăрнă.
- Çил арманě, — жерновсене çил вăйěпе çавăрнă.
- Пăс арманě, — ку кайранхи вăхăтри армансем, жерновсене пăс вăйěпе çавăрнă.