Çĕр (планета)
Википедири материал
- Ытти пĕлтерĕшсене Çĕр (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
|
Çĕр — Хĕвелтен виççĕмĕш утăмри планета.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çĕр историйĕ
Çĕр тата ытти Хĕвел системин планетисем 4,54 млрд çул каялла [1] пĕрлĕх Хĕвел тĕтрелĕхĕнчен, диск евĕр массы тусанпа газран, Хĕвел хыççăн пулса тăнă.
[тӳрлет] Çĕр тытăмĕ
[тӳрлет] Хорми
[тӳрлет] Хими тытăмĕ
Çыхăнăвĕ | Хормули | Процентлă шучĕ |
---|---|---|
Вутчул-çĕр | SiO2 | 59,71 % |
Тăм-çĕр | Al2O3 | 15,41 % |
Кальци йӳçĕлĕхĕ | CaO | 4,90 % |
Магни йӳçĕлĕхĕ | MgO | 4,36 % |
Натри йӳçĕлĕхĕ | Na2O | 3,55 % |
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (II) | FeO | 3,52 % |
Кали йӳçĕлĕхĕ | K2O | 2,80 % |
Тимĕр йӳçĕлĕхĕ (III) | Fe2O3 | 2,63 % |
Шыв | H2O | 1,52 % |
Титан икĕйӳçĕлĕкĕ | TiO2 | 0,60 % |
Фосфор пентоксичĕ | P2O5 | 0,22 % |
Пурĕпе | 99,22 % |
Çĕрĕн йывăрăшĕ 5,98 яхăнШаблон:E кг тан. Вăл чылайрах тимĕртен (32,1 %), йӳçлĕкрен (30,1 %), кремнирен (15,1 %), магнирен (13,9 %), серăран (2,9 %), никкĕльрен (1,8 %), кальцирен (1,5 %) и алюминирен (1,4 %) тытăнса тăрать; ытти элеменчĕсем çине 1,2 % юлать.
[тӳрлет] Шалти тытăмĕ
[тӳрлет] Çĕр витĕмĕ
[тӳрлет] Çĕр мантийĕ
Манти — Çĕрĕн силикатлă çавра капламĕ. Вăл ытларах ту тăприллĕ перидотитсенчен — магни, тимĕр, кальци селикачĕсенчен тăрать. Мантийĕн ту тăприсем кăштах шăраннисем Çĕр витĕмĕн çӳлти сийне хăпарнă çем базальт е унăн евĕр шăранчăкĕсем пулса тухаççĕ. Манти Çĕр йывăрăшĕн 67 %, 83 % яхăн калăпăшĕн пайĕ пулать. Вăл Çĕр витĕмĕн аялти чиккинчен 5 — 70 километр пуçланса, тĕшĕн чиккине çити, 2900 км пырать.
[тӳрлет] Çĕрĕн тĕшши
Тĕшши тимĕр-никĕль хутăш шăранчăкĕсенчен, ытти сидерофиллă элементсенчен тăрать.
[тӳрлет] Тектоника платформисем
Плита ячĕ | Лаптăкĕ 106 км2 |
Витĕмлех лаптăкĕ |
---|---|---|
Африка плитти | 61,3 | Африка |
Антарктика плитти | 60,9 | Антарктика |
Австрали плитти | 47,2 | Австрали |
Еврази плитти | 67,8 | Ази тата Европа |
Çурçĕр Америка плитти | 75,9 | Çурçĕр Америка тата çурçĕр-тухăç Çĕпĕр |
Кăнтăр Америка плитти | 43,6 | Кăнтăр Америка |
Лăпкă океан плитти | 103,3 | Лăпкă океан |
[тӳрлет] Уйăх
Ячĕ | Диаметр | Йывăрăшĕ | Мăн çурма тĕнĕлĕ | Çаврăну тапхăрĕ |
---|---|---|---|---|
Уйăх | 3 474,8 км | 7,349Шаблон:E кг | 384 400 км | 27 кунсем 7 сехетсем 43,7 минутсем |