Иванов Константин Васильевич
Материал из Wikipedia.
Иванов Константин Васильевич, — чăваш поэчě, чăваш литературин классикě. 1890 çулхи çу уйěхěн 15 Слакпуç (Ěпхӳ губернийě) ялěнче çуралнă. 1915 çулхи пуш уйěхěн 13 çав ялтах вилнě. Халě вăл ялта поэтăн мемориаллă музейě ларать.
1903-07 çулсенче Константин Иванов Çěмпěрти чăваш учитěлěсен шкулěнче вěреннě. Патшана хирěç митингсенче хутшăннăшăн ăна шкултан кăларнă, çавăнпа та вăл 1907 çулта каялла Слакпуçа таврăннă. 1909 çулта вара экзамен экстерн енěпе тытнă, халăх учителě ятне илнě.
Литаратурăпа Константин Иванов 1907 çулта кěсěкленме пуçланă. Малтан вăл вырăс классикěсен произведениěсене чăваш чěлхи çине куçарнă.