Вандея (департамент)
Материал из Wikipedia.
Вандея | |
---|---|
Тĕплĕнрех |
|
Информаци | |
Номерĕ | 85 |
Регион | Пеи-де-ла-Луар |
Префектура | Ла-Рош-сюр-Йон |
Супрефектурăсем | Фонтене-ле-Конт Ле-Сабль-д’Олон |
Халăх йышĕ пурĕ (1999) -Плотность |
45-мĕш вырăн 539,7 пин 80/км² |
Лаптăкĕ | 6 720 км² |
Округсем | 3 |
Кантонсем | 31 |
Коммунăсем | 282 |
Тĕп совет президенчĕ |
Францин социаллă партийĕ |
Вырнаçни | |
Вандея (франц. Vendée) — Францин хĕвеланăç енче вырнаçнă, Пеи-де-ла-Луар регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 85. Администрациĕ Ла-Рош-сюр-Йон хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 539,7 пин (1999) çын.
[тӳрлет] Географи
Департамент лаптăкĕ 6 720 км² танлашать. Департамент тăрăх Севр Нантез, Севр Ньортез, Ле, Вандея юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 3 округ, 31 кантон тата 282 коммуна кĕреççĕ.
[тӳрлет] Истори
Вандея — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Пуату провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Ячĕ Вандея юханшыв ятĕнчен пулса кайнă.
1793 çулта Жак Кателино ертсе пыракан чи пысăк пăлхав çĕкленнĕ. Историре вăл вăхăтри пулăмсем Вандей вăрçи пек паллăрса юлнă.
[тӳрлет] Ссылкăсем
- Site sur la Vendée et la commune de Maillezais
- Comité Departemental du Tourisme
- Annuaire Internet de Vendée
- Префектура сайчĕ
- Conseil général