Самар облаçĕн Клевлĕ районĕ
Материал из Wikipedia.
Клевлĕ районĕ, — Самар облаçĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă район. Район лаптăкĕ — 1255,6 км2. Район центрĕ Самар хулинчен 215 çухрăмра ларакан Клевлĕ станциĕнче вырнаçнă. Района 1965 çулта туса хунă.
Çурçĕр енче Тутарстан, хĕвел анăç енче Шăнтал тата Исаклински районĕсем, кăнтăр енче Камышлин районĕ, хĕвелтухăç енче Оренбург облаçĕ вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 35 çухрăма, анăç енчен тухăç еннеле 38 çӳхрăма тăсăлнă.
Район пуçлăхĕ — Соловьев Иван Николаевич.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Районта пурĕ 53 ял. 16, 4 пин çын пурăнать.
[тӳрлет] Çĕр айĕнчи пурлăхсем
Районта нефть, çурт хăпартмалли материалсем, бутовăй чул, гипс, хăйăр, тăм пур. Районăн тĕп отрасĕлĕ вырăнĕнче ял хуçалăх тăрать.