Рожанский Ермей Иванович
Материал из Wikipedia.
Рожанский Ермей Иванович, — кивĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенсенчен пĕри. 1741 çулта Кăрмăш хулинче çуралнă. 1801 çулта вилнĕ.
1765 çулта Кăрмăшпа Етĕрне уесĕнчи чăвашсем ыйтнипе ăна ӳкĕтлевçĕ (тĕн йĕркисене вĕрентекен) пулма лартаççĕ. 1788 çул тĕлне вăл куçару шкулне йĕркелет, çав ĕçре ăна хăйĕн ывăлĕ Г. Рожанскипе унăн юлташĕ И.Русановский семинаристсем пулăшса пынă. Çак ушкăн вырăсларан кĕске катехизис куçарнă (кĕнеке 1800 çулта Петербургра пичĕтленсе тухнă), 130 уроклă вĕренӳ пособийĕ хатĕрленĕ. Хусан епархийĕн пуçлăхĕ В.Пуцек-Григорович хушнипе Рожанский чăваш чĕлхин пирвайхи грамматикине — «Сочинения, принадлсжащие к грамматике чувашского языка» — çырас ĕçе те активлă хутшăннă. Асăннă пособисемпе Хусанти тата Чулхулари тĕн семинарийссенче чăвашла вĕрентес ĕçре усă курнă.
1784 çулта Рожанский Чулхула спископĕ Дамаскин хушнипе вырăсла-тутарла-чăвашла-ирçелле-марилле словарĕн чăвашла-тутарла пайне редакциленĕ. Словарь умсăмахне те («Чăвашсем çинчен») вăлах çырнă.
1788 çулта Ермей Рожанский «Кĕске катехизиса» чăвашла куçарнă, вăл вара 1800 çулта Петербургра пичетленсе тухнă. Рожанский кивĕ чăваш çырулăхне йĕркелес ĕçе активлă хутшăннă, чăваш литературине никĕсленĕ.