Пиктемир Николай Никитич
Материал из Wikipedia.
Пиктемир Николай Никитич, — сăвăç, тăлмач. 1906 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрекен Шемшер ялĕнче çуралнă. 1944 çулта вăрçăра пуçне хунă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шемшерти хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, Шупашкарти тĕп педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ, «Сунтал» журналăн тата «Канаш» хаçатăн редацийĕсен литература ĕçченĕ пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
1932 çулта унăн «Колхоз ачисем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех вăл В. Гюго, А. Чехов, М. Шолохов, М. Лермонтов, Вашингтон Ирвинг, А. Голубева тата ыттисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Çынсем унăн ачасем валли çырнă сăввисене питĕ кăмăлланă.