Павлово (Чулхула облаçĕ)
Материал из Wikipedia.
Павлово | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чулхула облаçĕ |
Никěсленě: | 1566 |
Хула, çултан: | |
Хулăх йышě, пин çын: | 69,8 (2001) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | |
Геогр. долготи: |
Павлово, — Чулхула облаçĕн Павлово районĕн администрацийĕ вырнаçнă хула. Ока юханшывĕн хĕрринче вырнаçнă. Ока юханшывĕ хĕрринче пристань пур.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1939 çулта хулара 32 пин çын пурăннă. 1959 çулта халăх йышĕ 48 пинe çитнĕ. 2001 çулта халăх шучĕ 69 800 çынпа танлашнă.
[тӳрлет] Истори
Хулана 1566 çулта никĕсленĕ. XVII ĕмĕрĕнчен пуçласа кунта тимĕр хатĕрсем тăвасси вăйлă аталаннă. Çĕçĕсем, çăрасем хатĕрленĕ. 1918 çултанпа Чулхула кĕперниĕн Павлово уесĕн тĕп администрациĕ кунта вырнаçма пуçланă. 1929 çултанпа Чулхула Енĕн район центрĕ, 1936 çултанпа, Чулхула облаçне туса хунă хыççăн, Чулхула облаçĕнчи район центрĕ.
[тӳрлет] Промышленность
Кунта автобуссем тăвакан ПАЗ завод, С. М. Киров ячĕллĕ завод, сувенирсен завочĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Культура
Ку хулара автомеханика техникумĕ вырнаçнă, промышленность музейĕ пур.