Морбиан
Материал из Wikipedia.
Морбиан | |
---|---|
Тĕплĕнрех |
|
Информаци | |
Номерĕ | 56 |
Регион | Бретань |
Префектура | Ванн |
Супрефектурăсем | Лориан Понтиви |
Халăх йышĕ пурĕ (1999) -Плотность |
32-мĕш вырăн 643,9 пин 94/км² |
Лаптăкĕ | 6 823 км² |
Округсем | 3 |
Кантонсем | 42 |
Коммунăсем | 261 |
Тĕп совет президенчĕ |
Жозеф-Франсуа Кергери |
Вырнаçни | |
Морбиан (франц. Morbihan) — Францин хĕвеланăç енче вырнаçнă, Бретань регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 56. Администрацийĕ Ванн хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 643,9 пин (1999) çын.
[тӳрлет] Географи
Департамент лаптăкĕ 6 823 км² танлашать. Департамент Морбиан заливĕн çыранĕсем хĕрринче вырнаçнă. Унăн çĕрĕсем шутне темиçе утрав кĕрет:
- Бель-Иль,
- Груа,
- Уа,
- Оэдик.
Департамент шутне 3 округ, 42 кантон тата 261 коммуна кĕреççĕ.
[тӳрлет] Истори
Морбиан — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Бретань провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Ячĕ Морбиан заливĕнчен пулса кайнă.
[тӳрлет] Ссылкăсем
- Префектура сайчĕ (французла)
- Conseil Général website (французла)
- http://www.morbihan.com/