Лигур чĕлхи
Материал из Wikipedia.
Лигур чĕлхи, — лигурсен чĕлхи. Анăç роман чĕлхисен галл-итали ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Калаçакансен йышĕ 1 900 пин çын патнелле çитет. Итали чĕлхинчен самай улшăнса тăрать. Хальхи вăхăтра Генуи калаçăвĕ кăна сыхланса юлнă.
Калаçакансем Лигуринче, Италин çурçĕр енче, Генуйрен хĕвелтухăçнелле тата хĕвеланăçнелле, Ривьера çумĕпе пурăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсене Сант-Пьетро тата Сант-Антиокко утравсем çинче, Сардинин кăнтăр-хĕвеланăç енче тупма пулать. Монако, Ницца, Бонифачо хулисенче пурăнаççĕ.
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |