Лебедев Василий Иванович
Материал из Wikipedia.
Лебедев Василий Иванович, — прозаик, сăвăç, чăваш чĕлхипе йăлине тĕпчекен. 1813 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Штанаш ялĕнче çуралнă. Хăçан вилни паллă мар.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Петербургра вĕренсе аслă пĕлӳ илнĕ. Чăваш йăли-йĕркине тĕпчесе «Чувашские предания» (1848), «Симбирские чуваши» (1850), «Звериная ловля у симбирских чувашей» (1850), «О чувашском языке» (1852) тата ытти очерксене Петербургри журналсенче пичетленĕ. Вĕсенче вăл Сăр юханшыв тăрăхĕнчи чăвашсен пурнăçне сăнласа кăтартнă. Пĕр очеркĕнче «Чăваш эпир полтăмăр» сăвва çапнă. Çав хайлава Максим Фёдоров мар, Василий Лебедев çырнă тесе шутлаççĕ.