Лава (юханшыв)
Материал из Wikipedia.
Лава (ним. Alle, пол. Łyna), — Европăн хĕвелтухăç енче вырнаçнă юханшыв, Прегольăн юппи. Польшăн тата Раççей (Калининград облаçĕ) çĕрĕсем урлă юхать.
Тăршшĕ 264 çухрăм (190 çухрăм Польша урлă юхать). Бассейн лаптăкĕ 7126 км2 (Польшăри лаптăкĕ — 5719 км2).
Мазур кӳллисенчен юхса тухать те Знаменск хулинче Прегольăна юхса кĕрет.
[тӳрлет] Юханшыв хĕрринчи хуласем
- Лидзбарк-Варминьски
- Ольштын
- Бартошицы
- Правдинск