Куç пăвакан
Материал из Wikipedia.
Куç пăвакан, — асамçă. Куç вăйĕпе çыннăн ăс-пуçне пăтратса унăн умне /пуçне/ тем тĕрлĕ курăмсем яракан. Ăсран пăсăлнă çынна чиртен сыватакан е курайман çынна куç пăвса хăратса ăсран пăсакан, тăнран кăларакан. Хальхи пек каласан гипнотизер, экстрасенс.
Хăйне йĕркеллĕ тытакан, ăс-тăнпа пурăнакан çынна куç пăвакансем çĕнтереймеççĕ, вĕсене пăхăнтараймаççĕ.