Кореньков Гаврил Алексеевич
Материал из Wikipedia.
Кореньков Гаврил Алексеевич, — сăвăç, тăлмач. 1884 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшенче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче çуралнă. 1949 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Кайран 45 çул хушши хăйĕн тăван ялĕнче ачасене вĕрентнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Гаврил Кореньков нумай сăвă, вырăс тата чăваш чĕлхине вĕренмелли вĕренӳ кĕнекисен авторĕ. А. Пушкин, И. Крылов ĕçĕсене чăвашла куçăрнă.
Унăн ĕçĕсем «Хыпар» хаçатĕнче, «Шурăмпуç», «Ĕçлекенсен сасси» журналсенче пичетленнĕ.