Кели Григорий Иванович
Материал из Wikipedia.
Кели Григорий Иванович (чăн хушамачĕ Кузнецов), — сăвăç, критик. 1901 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районне кĕрекен Çĕнĕ Тĕмер ялĕнче çуралнă. 1931 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче ӳпке чирĕпе чирлесе çамрăклах çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хăпас ялĕнчи иккĕмеш ступеньлĕ шкулта, Етĕрне районĕнчи Чурашра вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарире, Шупашкарти рабфакра, Ленинградри патшалăх университетĕнче вĕреннĕ.
Çарта пулнă, Шупашкарти облчекари ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Çеçпĕл Мишши ĕçне маллалла тăснă. Сăввисене Çеçпĕл Мишши пек çырнă. Ыттисене çавнашкал çырма чĕнсе, «Саллабикăпа тоника çинчен тавлашни менле сӳтĕлсе тухрĕ», «Сăвăсене мĕнле çырмалла?», «Поэзи формисем çинчен» тата ытти статьясене çырнă.
Григорий Келин «Октябрь кĕввисем» ятлă кĕнеке тухнă.
Вăл çавăн пекех Марфа Трубина, Петĕр Хусанкай, Митта Василий Егорович çинчен статьясем çырнă.