Белов Михаил Михайлович
Материал из Wikipedia.
Белов Михаил Михайлович, — прозаик, драматург, тăлмач. 1911 çулхи çĕртме уйăхĕн 18 Хусан кĕперниĕн Аксу уесĕнчи (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ) Вершинно-Чувашская Кереметь ялĕнче çуралнă. 1982 çулхи юпа уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ.
1939 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чистопольти ача çурчĕнче çитĕннĕ. Иккĕмĕш ступень шкулне вĕренсе петернĕ. Ялти шкул вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Чистопольти вырăс драма театрĕн тата Шупашкарти Халах пултарулăхĕн Çурчĕн директорĕ пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пичĕтленнĕ кĕнекисем:
Михаил Беловăн çавăн пекех вырăсла та кĕнекесем пичĕтленнĕ. Сăмахран, «В Зареве заката» (1959), тата ыттисем. Çавăн пекех вăл тутар çыравçисен ĕçĕсене чăваш чĕлхи çине куçарнă.