Актай (Муркаш районĕ)
Материал из Wikipedia.
Актай, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи ял. Районăн кăнтăр енче вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен, уессене пĕтериччен, Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 хыççăн Элĕк районне, 1944 çулхи пуш уйăхăн 30 хыççăн Муркаш районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн каллех Элĕк районне, кайран, 1960 çулхи раштавăн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхěн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Владимиров Евстафий Владимирович, критик, литературовед.