Википеди:Çěнě статьясене пуçласси çинчен
Материал из Wikipedia.
Кунта çěнě статьясене мěнле пуçламалли çинчен каласа панă. Çавăн пекех пăхăр:
- Вики паллисем çинчен: Статьясене тӳрлетесси çинчен
- Википеди: Йěркесемпе сěнӳсем — Википедине мěнле илемлетмелли çинчен, статьясене мěнле йěркелемелли çинчен.
Тупмалли |
[тӳрлет] Малтанхи сěнěвсем
- Малтан Википедире шыраса пăхăр, тен ку статьяна сирěнчен çырнă та ěнтě.
- Çěнě статьяна эпир пур ссылкă урлă пуçлама сěнетпěр. Хěрлě ссылкăсем вěсем пек статьясем çукине палартаççě. Вěсене эсир пуçлама пултаратăр. Тěплěрех каярах каласа парăпăр.
- Статья пуçламăшěнче кěскен тишкернě сăмахçаврăнăшě çинчен çырăр.
- Статьяна ят паричен Википеди:Статьясене ят парасси çинчен сěнěве вăлама ан манăр. Тěрěс ят парсассăн сирěн статья çине урăх статьясенчен тěрěс ссылкăсем лартěç, сирěн статьяна хăвăрт шыраса тупěç.
- Статья ятне уйăрса кăтартма ан манса кайăр. Ку вăл статьян тěп сăмахне вăлакансе уйăрма пулăшě.
[тӳрлет] Пур ссылкă валли статьяна пуçласси
Википедине вуланă чухне эсир хěрлě ссылка курма пултаратăр. Ку Википедире ун пек статья çуккине пěлтерет. Эсир ăна хăвăр çырса пама пултаратăр.
- Ун пек ссылка çине пусăр. Сирěн умăрта пушă форма тухě.
- Çав формăна статьяпа тултарăр.
- Çырса пěтернě хыççăн статьяна Википедине кěртěр. Тархасшăн, сирěн статья Википедине кěнипе кěменнине тěрěслесе илěр. Хăш-пěр чухне (тěслěхрен, эсир статьяна нумай вăхăт çыратăр пулсан) сире малтан статья мěнле курăннине кăна катартаççě. Ун чухне статьяна Википедине халех кěртменни çинчен хěрлě тěспе уйăрса кăтартаççě.
[тӳрлет] Çěнě статья пуçласси çинчен
Енчен те сирěн статья валли хěрлě ссылкă çук пулсан, е сирен унăн пек ссылкăсене статьясене шырас килмест пулсан, эсир статьяна урăх мелпе пуçлама пултаратăр. Унăн валли сирěн статья ятне Шырасси уйрăмěнчи формăна çырмалла. Кайран вара "Go" кнопки çине пусмалла. Эсир шыракан статья Википедире çук пулсан сире çапла калаççě:
No page with this exact title exists, trying full text search.
Унти ссылкă çине пуссассăн сире формă кăтартаççě. Малтанхи уйрăмра мěнле каласа панă çавăн пек статьяна çырăр та Википедине кертěр. Пулчě те.
[тӳрлет] Ыйтусем пулсан
Сире мěн те пулин ăнланмасăр юлчě пулсан Канашлăвра хăвсамăр ыйтăва ыйтăр. Администраторсем сире пулăшěç.