Çĕнĕ Шупашкар
Материал из Wikipedia.
Çĕнĕ Шупашкар, — Чăваш Енри Шупашкар хулинчен 21 çухрăмра вырнаçнă хула. Пĕтĕмпе хулара 126 пин çын пурăнать, хула лаптăкĕ — 36,7 км2. Хула патĕнче Шупашкар ГЭСĕ вырнаçнă.
Хула виçĕ района пайланать: Хĕвеланăç, Кăнтăр тата Хĕвелтухăç. Вĕсенче пĕтĕмпе 18 микрорайон.
[тӳрлет] Хула историĕ
Çĕнĕ Шупашкара 1960 çулта хăпартма пуçланă. Çав вăхăтра пысăк хуласем юнашар вĕсен спутникĕсене тунă. Хула ячĕ те малтан "Спутник" ятлă пулнă. Хăпартнă çухне ăна пуш вырăнсенче хăпартнă, кайран вара вăл хăй шутне нумай ялсене кĕртнĕ: Ельниково, Яндашево, Анаткасы, Цыганкасы тата ыттисем.
Хулан çуралнă кунĕ шутне 1960 çулхи чӳк уйăхĕн 18 шутлаççĕ. Хула питĕ хăвăрт ӳснĕ. 1978 çул çитсенех митингра пурăнмалли лаптĕкĕн пĕрремĕш миллион км2 хывнине палăртнă, ун хыççăн пилĕк çул иртсен вара çĕр пинĕмĕш хула çынни çуралнă.
[тӳрлет] Хула вырăнĕнче пулнă ялсем
- Шуркасси
- Тосинкасси
- Арманкасси