Web - Amazon

We provide Linux to the World


We support WINRAR [What is this] - [Download .exe file(s) for Windows]

CLASSICISTRANIERI HOME PAGE - YOUTUBE CHANNEL
SITEMAP
Audiobooks by Valerio Di Stefano: Single Download - Complete Download [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Alphabetical Download  [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Download Instructions

Make a donation: IBAN: IT36M0708677020000000008016 - BIC/SWIFT:  ICRAITRRU60 - VALERIO DI STEFANO or
Privacy Policy Cookie Policy Terms and Conditions
Чăваш Ен хронологийĕ — Wikipedia

Чăваш Ен хронологийĕ

Материал из Wikipedia.

  • 80 пин çул каялла — Атăлçи таврашĕнче пĕрремĕш çынсем пурăнма килнĕ.
  • пирĕн эрăчен 2200—1300 çулсем — Чăваш Ен çĕрĕсенче баланово культурин çыннисем пурăннă самант.
  • пирĕн эрĕчен 1600—1100 çулсем — Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче пура йĕхĕсем пурăннă вăхăт.
  • пирĕн эрăчен 1350—1000 çулсем — Чăваш Ен тăрăхĕнче апаш культурăн çыннисем пурăннă вăхăт.
  • пирĕн эрăчен VIII—III ĕмĕрсем — сулахай енчи тата хăш-пĕр вырăнта сулахай енчи Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче анань культури çыннисем пурăннă самант.
  • пирĕн эрăчен VII—II ĕмĕрсем — Чăваш Ен тăрăхĕнче хулаш культури пурăннă самант.
  • пирĕн эрăчен 1 пинçуллăх вĕçĕ-пирĕн эрăн 1 пинçулăхĕ — Чăваш Ен тăрăхĕнче хулаш культури каярах йăхĕсем пурăннă самант.
  • II-III ĕмĕрсем — пăлхарсем Атăлăн анат тăрăхĕпе Çурçĕр Кавказ хушшинче вырнаçнă çĕрсене Азирен куçса килнĕ.
  • 370-мĕш çулсем — Хунсем Хĕвеланăç Европăна тапăнса кĕнĕ.
  • 630—640 — Азовпа Каспи тинĕсĕсем хушшинче Аслă Пăлхар йĕхсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленет.
  • 660-мĕш çулсем — Хасар каганачĕ вăй илет.
  • 675 — Аспарух ертсе пыракан пăлхарсем Дунай шывĕ хĕррине куçса каяççĕ.
  • 670-мĕш çулсем — Пăлхар йĕхĕсем Вăтам Атăлçи тăрăхне куçаççĕ.
  • 730-мĕш çулсем — Вăтам Атăлçи тăрăхне сăварсен йĕхĕсем куçса килеççĕ.
  • VIII ĕмĕрАтăл тăрăхĕнче Пăлхар йĕхĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленет.
  • VIII—IХ ĕмĕрсем — Чăваш Енĕн кăнтăр енĕнчи çĕрсем çине пăлхар-сăвар йĕхĕсем куçса килеççĕ.
  • X ĕмĕр пуçламăшĕ — Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленет.
  • 921—922Атăлçи Пăлхара Багдадри посолĕсем килсе каяççĕ (Ахмед Ибн-Фадлан тата ыттисем).
  • 922Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче ислам тĕнне йышăннаççĕ.
  • 965 — Русь Хасар каганатне аркатать. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ хасарсенчен ирĕке тухать.
  • 1006 — Кейӳ Русĕпе Атăлçи Пăлхар хушшинче суту-илӳ килĕшĕвне çирĕплетеççĕ.
  • 1120 тата 1183 — Владимирпа Суздальти кнеçсем Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ çине вăрçăпа кайса килеççĕ.
  • 1223, 1229, 1232 — Пăлхарсем тутар-монголсемпе пĕрремеш хут çапăçса илеççĕ.
  • 1236 — Атăлçи Палхара тутар-монгол çарĕсем аркатаççĕ.
  • 1239—1240 — Пăлхарсем пусмăрлакансене хирĕç пăлхав çĕклеççĕ.
  • 1241 — Тутар-монголсем Пăлхарсен çĕрĕсене иккĕмĕш хут тапăнса килсе ярса илеççĕ.
  • 1242 — Ылтăн Урта йĕркеленет, унтах Атăлçи Пăлхар çĕрĕсем кĕреççĕ.
  • 1361Атăлçи Пăлхара Булат-Тимур пырса кĕрсе аркатать..
  • XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — тутар-монголсем çăратса пĕтернĕ хыççăн Чăваш Енĕн кăнтăр çĕрĕсем пушанса юлаççĕ.
  • 1391 тата 1395 — Тимур Ылтăн Урта çине вăрçăпа каять, Атăлçи Пăлхара каллех аркатаççĕ.
  • 1437—1445 — Хусан ханлăхĕ йĕркеленет.
  • 1467—1479 — Хусан ханлăхĕ Мускав патшалахĕпе çапăçать.
  • 1469Шупашкар çинчен пĕрремĕш хут асăнаççĕ.
  • 1480 — Вырăс кнеçлĕхĕсене тутар-монгол ханĕсенчен ирĕке кăлараççĕ.
  • 1487Хусана илнĕ.
  • 1521Чăвашсем çинчен вырăссен летописецĕсем пĕрремеш хут асăнаççĕ.
  • 1546Чăвашсемпе туçи çăрмăссем Вырăс патшалахĕнчен Хусан патшалăхĕпе кĕрешмешкĕн пулăшу ыйтаççĕ.
  • 1547 — Вырăс çарĕсем чăвашсемпе туçи çармăссем ыйтнипе Хусан ханлăхĕпе вăрçăпа каяççĕ. Чădаш Ен çĕрĕсене Хусан ханлăхĕн çарĕсенчен тата пуçлăхĕсенчен тасатаççĕ..
  • 1548—1550 — Вырăс çарĕсем Хусанпа вăрçма каяççĕ.
  • 1551 — Свияжск хулине никĕсленĕ.
  • 1551Чăваш Ен Раççей шутне кĕрет.
  • 1552 — Иван IV Хусана илет, Хусан ханлăхĕ арканать.
  • 1589Çĕрпӳ хулине никĕсленĕ.
  • 1590 — Етĕрне хулине никĕсленĕ.
  • 1603—1610 — Раççейри хресченсен вăрçи. Вăрçа чăвашсем хутшăнаççĕ.
  • 1611—1612 — Чăвашсем Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пыракан поляксемпе шведсен интервенчĕсене хирĕç кĕрешĕве хутшăнаççĕ.
  • 1647—1654Чĕмпĕр хӳтлĕх йĕрне хăпартнă.
  • 1670—1671 — Степан Разин ертсе пыракан хресченсен вăрçи. Вăрçăна чăвашсем хутшăнаççĕ.
  • 1708 — Пётр I кĕперне реформи. Хусан кĕпернине туса хуни.
  • 1719—1724 — Ясаклă хресченсене патшалах хресченĕсем шутне кĕртеççĕ.
  • 1740Чăвашсене вăйпа христианлăха кĕртеççĕ.
  • 1769 — Петербургра «Сочинения, принадлежащих к грамматике чувашского языка" кĕнеке тухать.
  • 1773—1775 — Емельян Пугачёв ертсе пыракан хресченсен вăрçи. Вăрçăна чăвашсем хутшăнаççĕ.
  • 1775—1781 — Административлă-территори реформи.
  • 1780Чĕмпĕр кĕпернине туса хунă.
  • 1816 — Шупашкарта пĕрремĕш уес училищине уçаççĕ.
  • 1837—1841 — Патшалăх хресченĕсемпе усă курмалли реформи (П. Д. Киселёв реформи).
  • 1842 — Етĕрне, Шупашкар, Çĕрпӳ районĕнчи чăвашсем, тата Чикмĕ уесĕнчи чăвашсемпе çармăссем хĕç-пăшалпа феодаллă-крепосла пусмăр вăйлăланине хирĕç пăлхав çĕклеççĕ. Акрам пăлхавĕ.
  • 1868И. Я. Яковлев Чĕмпĕрте чăваш шкулне никĕслет.
  • 1871 — Пĕрремеш чăваш букварĕ тухать.
  • 1891—1894Мускав-Хусан чукун çулне хураççĕ.
  • 1906, кăрлач, 8 — «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
  • 1906, чӳк — Хресченсене общинăсенчен хуторсене куçарасси çинчен хушу тухать (Столыпинăн ял хаçалăх реформин пуçламăшĕ).
  • 1907, нарăсЧемей пăлхавĕ.
  • 1913 — Этмен пăлхавĕ. Етĕрне уесĕнчи 12 ялти хресченсем Столыпин реформине хирĕç тухаççĕ.
  • 1917, пушХусанта, Шупашкарта тата Чĕмпĕрте ĕçченсен тата салтак депутачĕсен канашне йĕркеленĕ.
  • 1917, ака, 13 — Ĕçчен, салтак тата хресчен депутачĕсен Шупашкарти Канашĕ йĕркеленет.
  • 1917, çу, 15Хусанта Атăлçи тăрăхри вырăс мар халăхсен пĕрремеш съезчĕ.
  • 1917, çĕртме, 20—28 — Чĕмпĕрте пĕрремеш пĕтĕм чăвашсен съезчĕ иртет. Чăваш халăх обществине йеркелеççĕ.
  • 1917, юпа, 30 — Шупашкарти влаçа ĕçченсен, салтаксен тата хресчен депутачĕсен Шупашкарти Канашĕ хăйен аллине илет.
  • 1917, раштав — Хусанта Чăвашсен куçса çӳрекен театрĕ йеркеленет.
  • 1917, раштав, 10—16 — Хусанта чăвашсен çар-округ сьезчĕ иртет.
  • 1918, кăрлач, 12—нарăс, 1 — Пĕрремеш пĕтĕм Раççейри чăвашсен çар съезчĕ.
  • 1918, кăрлач, 14Хусанта чăваш театрĕн пĕрремеш спектаклĕ иртет.
  • 1918, нарăс, 28Хусанта «Канаш» хаçатăн пĕрремеш каларăмĕ тухать.
  • 1918, ака, 13Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçатăн пĕрремеш кăларăмĕ тухать.
  • 1918, ака, 27 — РСФСР Наркомнац çумĕнче чăваш уйрăмĕ йĕркеленет.
  • 1918, çĕртме, 9—13 — Хусанта чăвашсен пĕрремĕш ĕçченсемпе хресченсен съезчĕ иртет.
  • 1918, юпа, 30Хусанти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
  • 1918, чӳк, 30Чĕмпĕрти РКП(б) губкомра чăваш секциĕ йеркеленет.
  • 1920, çĕртме, 24 — Чăваш автономи облаçне (ЧАО) туса хуни.
  • 1920, утă, 12 — Чăваш областĕн РКП(б) комитечĕ ĕçлеме пуçланă.
  • 1920, чӳк, 7—11 — Пĕрремеш чăваш облаçĕн Канаш съезчĕ. Автономи облаçĕн ертӳçисене суйласа илеççĕ.
  • 1921, кăрлач — «Чăваш Ен» хаçăтăн пĕрремеш номерĕ тухать (1925 çулчен тухнă).
  • 1921, нарăс, 12Шупашкарта Чăваш патшалăх театрĕ уçăлать.
  • 1921, нарăс, 12Шупашкарта «Тăван ене тĕпчекен общество» йĕркеленет.
  • 1921, ака, 16 — Чăваш тĕп музейĕ уçăлать.
  • 1921, авăн, 27 — Чăваш патшалăх издательстви йеркеленет..
  • 1923 — ЧАО Мускаври пĕтĕм союзри курава хутшăнаççĕ. Чăваш хорĕ пĕрремĕш хут Мускава кайса килет.
  • 1924 — «Сунтал» журналăн пĕрремеш кăларăмĕ тухать.
  • 1924 — Чăваш патшалăх хорне йĕркелеççĕ.
  • 1925, пуш, 18«Капкăн» журналăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать
  • 1925, ака, 21 — Чăваш автономи облаçĕ вырăнне Чăваш Автономлă Социаллă Совет Республики туса хураççĕ.
  • 1925, юпа — Республикăра кашни кун радиопа чăвашла передачăсем тухма пуçлаççĕ.
  • 1926, кăрлач, 26—31 — Чăваш АССРĕн пĕрремеш Конституцине йышăнаççĕ.
  • 1926, авăн — «Атăлçи пăлхавçисем» пĕрремĕш чăваш илемлĕ кинокартинине кăтартаççĕ.
  • 1927Мускавра чăваш культурине тĕпчекен обществине йеркелеççĕ. Филиалĕсене Чĕмпĕрте, Хусанта, Ĕпхӳре, тата ытти хуласенче йеркелеççĕ.
  • 1929 — Чăваш патшалăх театр училищи уçăлать.
  • 1929, пуш, 20—29 — ЧАССРта Советсен III съезчĕ иртет. Чăваш Ен Чулхула Енне кĕрет.
  • 1929 — Шкул ачисем валли чăвашла «Хатĕр пул» журналăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
  • 1929, юпа, 17 — «Красная Чувашия» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухать.
  • 1930, çурла — Чăваш чĕлхепе литератури, историпе тата экономики ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ /халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ/ уçăлнă.
  • 1930, çурла — Шупашкарта педагогика институчĕ /халĕ И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/ уçăлнă.
  • 1931, авăн — Чăваш ял хуçăлăх институтне /халĕ академи/ уçнă.
  • 1932Шупашкарта Чăваш çăмрăксен театрĕ уçăлнă.
  • 1932 — Радион чăваш студийĕ уçăлнă.
  • 1934, çĕртме, 11—13 — чăваш çыравçисен пĕрремĕш съезчĕ.
  • 1934, çурла, 4Шупашкарта Чăваш вĕрентекенĕсен институчĕ уçăлнă.
  • 1935, çĕртме, 27 — социализма тăвас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн Чăваш АССРĕ Ленин орденне тивĕçнĕ.
  • 1935, утă — Чăваш художникĕсен пĕрремеш съезчĕ иртнĕ.
  • 1936 — Чăваш патшалăх филармонине туса хунă.
  • 1936, раштав — административлă пай пек пулнăскер Чулхула Енĕ пĕтнĕ, Чăваш АССРĕ РСФСРа пăхăнма пуçланă.
  • 1937, утă, 18 — Чăваш Социаллă Совет Автономиллĕ Реуспубликин Конституцине йышăннă.
  • 1939 — Чăваш ӳнер галерейине уçнă.
  • 1939 — Чăваш ташăпа юрă ансамбльне уçнă.
  • 1959, утă, 1 — К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрĕ тата филармонийĕн симфони оркестрĕ никĕсĕ çинче К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх кĕвĕпе драма театрне йĕркеленĕ.
  • 1961Шупашкарта Ленин орденлĕ Мускав энергетика институчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи филиалĕ уçăлнă.
  • 1962, пуш, 16Шупашкарта телецентр ĕçлеме пуçланă.
  • 1962, çурла — А. Г. Николаев (çурла, 11-15) «Восток-3» тата П. Р. Попович (çурла, 11-15) «Восток-4» спутник-карапсем çинче пĕрле космосра вĕçнĕ.
  • 1967, авăн, 1И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне уçнă.
  • 1969 — Чăваш кĕвĕ театрне /1995 çултанпа — оперăпа балет театрĕ/ уçнă. Г. Хирбюн «Нарспи» оперин премьери иртнĕ.
  • 1970Шупашкар ГЭСне хăпартма пуçланă.
  • 1970, утă — Ф. Васильевăн «Сарпике» ятлă пĕрремĕш халăх балетне кăтартнă.
  • 1972, кăрлач — Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводне тума пуçланă.
  • 1990 — ЮНЕСКО йышăннипе К. В. Иванов çӳралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă.
  • 1990, юпа, 19 — Чăваш АССРĕ вырăнне Чăваш Совет Социаллă Республики пулса тăнă.
  • 1990, юпаЧăваш Енĕн Аслă Совечĕ «Патшалăх суверенитечĕ çинчен деклорацине" йышăннă.
  • 1990 — «Чăваш Республикăри чĕлхесем çинчен» саккуна йышăннă.
  • 1992, нарăс, 13 — Чăваш ССРĕ вырăнне Чăваш Республикине туса хунă.
  • 1992, юпа — Чăваш наци конгресĕн Йĕркелекен съезчĕ иртнĕ.
  • 1993, раштав — Чăваш Республикинче пĕрремеш президенчĕ вырăнне Н. В. Фёдорова суйласа илнĕ.
  • 1995, çĕртме, 24Чăваш патшалăх кунне йышăннă, ăна пĕрремĕш хут уявланă.
  • 1995 — Чăваш ăслăлăхпа ӳнер наци академине йĕркеленĕ.
  • 1996, утă, 27Мускавра Б. Н. Елцинпа Н. В. Фёдоров «Раççей Федерацийĕн патшалах органĕсемпе Чăваш Республикин патшалах органĕсен хушшинчи полномочисемпе ĕçсене туса пырас шая уйăрни çинчен Договор» алă пусса çирĕплетнĕ.
  • 1997, раштав — Чăваш президентне иккĕмĕш хут суйланă.
  • 1998, утă, 31 — Чăваш Республикин наци политикин патшалăх Концепцине тата ăна 1998-2005 çулсем хушшинче пурнăçламалли Программине йышăннă.
  • 1998, акаИ. Я. Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май Мускавра Чăваш культурин Кунĕсене иртернĕ.

[тӳрлет] Литература

  • В. П. Иванов, В. В. Николаев, В. Д. Дмитриев. Чуваши. Этническая история и традиционная культура. Москва, 2000.
Our "Network":

Project Gutenberg
https://gutenberg.classicistranieri.com

Encyclopaedia Britannica 1911
https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com

Librivox Audiobooks
https://librivox.classicistranieri.com

Linux Distributions
https://old.classicistranieri.com

Magnatune (MP3 Music)
https://magnatune.classicistranieri.com

Static Wikipedia (June 2008)
https://wikipedia.classicistranieri.com

Static Wikipedia (March 2008)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/

Static Wikipedia (2007)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com

Static Wikipedia (2006)
https://wikipedia2006.classicistranieri.com

Liber Liber
https://liberliber.classicistranieri.com

ZIM Files for Kiwix
https://zim.classicistranieri.com


Other Websites:

Bach - Goldberg Variations
https://www.goldbergvariations.org

Lazarillo de Tormes
https://www.lazarillodetormes.org

Madame Bovary
https://www.madamebovary.org

Il Fu Mattia Pascal
https://www.mattiapascal.it

The Voice in the Desert
https://www.thevoiceinthedesert.org

Confessione d'un amore fascista
https://www.amorefascista.it

Malinverno
https://www.malinverno.org

Debito formativo
https://www.debitoformativo.it

Adina Spire
https://www.adinaspire.com