Web - Amazon

We provide Linux to the World


We support WINRAR [What is this] - [Download .exe file(s) for Windows]

CLASSICISTRANIERI HOME PAGE - YOUTUBE CHANNEL
SITEMAP
Audiobooks by Valerio Di Stefano: Single Download - Complete Download [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Alphabetical Download  [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Download Instructions

Make a donation: IBAN: IT36M0708677020000000008016 - BIC/SWIFT:  ICRAITRRU60 - VALERIO DI STEFANO or
Privacy Policy Cookie Policy Terms and Conditions
Котлеев Виталий Иванович — Wikipedia

Котлеев Виталий Иванович

Материал из Wikipedia.

Котлеев Виталий Иванович, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1967). 1933 çулхи юпа уйăхĕн 29 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралнă. 1989 çулхи çу уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ.

СССР тата РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Tyĕy Аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ячĕсене тивĕçлĕ пулнă. 1991 çулта К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ пулнă.

[тӳрлет] Пурнăçĕ

1953 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика наука тĕпчев институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ (1958—1959), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вĕрентекенĕ, доценчĕ (1963—1989), вырăс чĕлхи кафедрин пуçлăхĕ (1967), филологи факультечĕн деканĕ (1971) пулнă. «Структура слога в чувашском языке» темăпа доктор диссертацине çырнă.

Чăваш чĕлхи фонетикин чи паллă специалисчĕ, сасă тытăмне фонологи енчен тишкерессине пуçараканĕ. Унăн фонетика ыйтăвĕсене çутатса паракан ĕçĕсем пĕр пĕтĕмĕшле системăллă курсăн пайĕсем пулса тăраççĕ. Чăваш чĕлхинчи фонемăсен системине, сасăсен пулăвне, вĕсен пахалăхне, сасăсене фонологи енчен, чăваш чĕлхин сасă тытăмне пуçласа сыпăк сингармонизмĕпе çыхăнтарса тĕпченĕ. Сингармонизмлă сыпăксене вĕсенчи уçă сасăсемпе хупа сасăсене тата фонетикăри ытти тĕрлĕ пулăмсене, вĕсен физиологийĕпе акустика паллисене тĕрлĕ приборсемпе усă курса тĕпченĕ.

Çĕнĕ терминсем тăвас ĕçе йĕркеленĕ, фонетикăн чи кирлĕ ăнлавĕсен чăвашла-вырăсла словарьне туса хатĕрленĕ.

Виталий Котлеев ĕçĕсем ют çĕршывсенче тухса тăракан сборниксемпе журналсенче те пичетленнĕ.

[тӳрлет] Ĕçĕсем

  • Фонетика. Ш , 1978;
  • Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ. Ш., 1981;
  • Чăваш, фонетика терминологийĕ çинчен // Ăслăлăх çырăвĕсем. 88-мĕш кăларăм. Ш., 1979;
  • Чăваш чĕлхи. Ш., 1988 (Л.П. Сергеевпа пĕрле).

[тӳрлет] Литература

  • Сергеев Л.П., Чернов М.Ф. Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ çинчен // Коммунизм ялавĕ. 1982. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Котлеев В.И. // Сов. Чувашия. 1989. 16 мая;
  • Федотов М. Р. Пурсăмăра та кирлĕ грамматика // Ком. ялавĕ. 1989. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Горшков А.Е. Вăхăтсăр сӳннĕ талант //Хыпар. 1993. Окт. 29-мĕшĕ.
Our "Network":

Project Gutenberg
https://gutenberg.classicistranieri.com

Encyclopaedia Britannica 1911
https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com

Librivox Audiobooks
https://librivox.classicistranieri.com

Linux Distributions
https://old.classicistranieri.com

Magnatune (MP3 Music)
https://magnatune.classicistranieri.com

Static Wikipedia (June 2008)
https://wikipedia.classicistranieri.com

Static Wikipedia (March 2008)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/

Static Wikipedia (2007)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com

Static Wikipedia (2006)
https://wikipedia2006.classicistranieri.com

Liber Liber
https://liberliber.classicistranieri.com

ZIM Files for Kiwix
https://zim.classicistranieri.com


Other Websites:

Bach - Goldberg Variations
https://www.goldbergvariations.org

Lazarillo de Tormes
https://www.lazarillodetormes.org

Madame Bovary
https://www.madamebovary.org

Il Fu Mattia Pascal
https://www.mattiapascal.it

The Voice in the Desert
https://www.thevoiceinthedesert.org

Confessione d'un amore fascista
https://www.amorefascista.it

Malinverno
https://www.malinverno.org

Debito formativo
https://www.debitoformativo.it

Adina Spire
https://www.adinaspire.com