Audiobooks by Valerio Di
Stefano:
Single
Download -
Complete Download [TAR ]
[WIM ]
[ZIP ]
[RAR ]
- Alphabetical Download [TAR ]
[WIM ]
[ZIP ]
[RAR ]
- Download
Instructions
Make
a donation:
IBAN: IT36M0708677020000000008016 - BIC/SWIFT:
ICRAITRRU60 - VALERIO DI STEFANO or
Privacy Policy
Cookie Policy
Terms and Conditions
2006 — Wikipedia
2006
Материал из Wikipedia.
[тӳрлет ] Çулталăк ячĕсем
Чăваш Енре — ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ.
ПНО — Пĕтĕм тĕнчери пуш хирсемпе пушхирленнин çулĕ
[тӳрлет ] Пулса иртнĕ
Кăрлач, 2 — Германири Бад-Райхенхаль хулинче каток тăрри персе аннă. 30 çын аманнă.
Кăрлач, 3 — Чехинчи Острава хулинче «Lidl» суту-илӳ сетьне кĕрекен супермаркетăн тăрри персе аннă.
Кăрлач, 11 — Apple Intel процессорĕ çинчен пуçтарнă пĕрремĕш компьютера кăтартнă.
Кăрлач, 11 — Египетра Каиртан 46 çухрăмра туристсен автобусĕ аварине лекнĕ. 6 çын вилнĕ, 25 аманнă.
Кăрлач, 13 — Краснодар Енĕнче Краснодартан Минерал Шывĕсене каякан пуйăс ПАЗ автобуса çапса кайнă. 21 çун вилнĕ, 5 çынна пульницăна ăсатнă.
Кăрлач, 13 — АПШ самолёчĕсем Пакистанра вырнаçнă Дамадола ялне аркатнă. 17 çын вилнĕ, вĕсем шучĕнче ачасемпе хĕрарăмсем.
Кăрлач, 16 — Мускава Путинпа Германин федераллă канцлерĕ Ангела Меркель тĕл пулнă.
Кăрлач, 16 — Амур облаçĕн Белогорск районĕнчи Возжаевка посёлокĕ патĕнче Су-24 бомбардировщик персе аннă. Пилочĕсем самолётран тухма ĕлкĕрнĕ.
Кăрлач, 16 — Владивосток хулинче вăйлă пушар пулса иртнĕ. Çынсем, пушартан сыхланас тесе, нумайăн çӳлти хутлăхсенчен сиксе аманнă. Пурĕ 9 çын вилнĕ. Ку пăтăрмах Владивосток хулине вăйлă пăлхатнă.
Кăрлач, 17 — Тутар проливĕнче «Зейна-Мару» ятлă шхуна путнă. 12 çынран пĕрине çеç çăлма ĕлкернĕ.
Кăрлач, 17 — Чулхула облаçĕн Павлово хули патĕнче «Газель» микроавтобус Ока юханшывĕ урлă каçнă чухне пăр айне анса кайнă. 6 çын путса вилнĕ.
Кăрлач, 19 — Тува республикинче Мăн Енисей урлă каçнă чухне КАВЗ автобус пăр айне анса кайнă. Пĕр çын вилнĕ, 20 çынна çăлнă.
Кăрлач, 20 — Венгрин хĕвелтухăç енче Ан-24 самолёт персе аннă. 44 çын вилнĕ. Самолет Приштинăран Кошицене вĕçнĕ пулнă.
Кăрлач, 22 — Грузине Раççейрен террактсене пула электроэнергипе газ çитме пăрахнă. Çавăн пекех газ Арменине çитме пăрахнă.
Кăрлач, 23 — Черногори Республикинче Биело Полерен тухнă пуйăс çул çинчен тухса кайса 100 метр тарăнăш ущельене персе аннă, 44 çын вилнĕ, 198 аманнă.
Кăрлач, 27 — Швецири Арвика хули патĕнче автобус аварине лекнĕ. 7 çын вилнĕ, 41 çын аманнă.
Кăрлач, 27 — Австрири Мариацелль хулинче хула ратушин çурчĕ персе аннă. Çурт ишĕлсе анма пуçланине вăхăтра асăрханине пула никам та аманман.
Кăрлач, 28 — Польшăри Катовица хулинчи курав центрĕн тăрри персе аннă. 60 çын вилнĕ, 140 ытла çын аманнă.
Нарăс, 10 — Турин хулинче Хĕллехи XX-мĕш олимпиада уçăлнă.
Нарăс, 13 — «Пресса» издательствин çурчĕнче пушар тухнă. Çурчĕ çунса кайнă хыççăн «Комсомольская правда», «Парламентская газета» хаçатсем пӳлĕмсĕр юлнă. Çулăмра пĕр çын вилнĕ.
Нарăс, 13 — Стамбулри супермаркетра сирпĕнӳ пулнă. Пĕр çын вилнĕ, 12 аманнă.
Нарăс, 13 — Испанин Барселона хулинче «3GSM World Congress» ятлă мобиллă телефонсен куравĕ уçăлнă.
Нарăс, 15 — Мускавран 33 çухрăмра юсав ĕçĕсене иртернĕ вăхăтра нефтепровод трубине пăснă. Çĕр çине 20 тонна нефть юхса тухнă.
Нарăс, 16 — Грецири Стримонас хули патĕнче пассажир пуйăсĕ грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ, 30 аманнă. Сапăннă хыççăн пуйăсăн пур вагонĕ те рельсăсем çинчен тухса кайнă.
Нарăс, 16 — Раççейре терроризмпа кĕрешекен коммитета туса хурасси çинчен алă пунă.
Нарăс, 17 — Арави тинĕсĕн Аден заливĕнчи Джибути Республикăн çыранĕсем патĕнче АПШ çарĕн икĕ вертолёт персе аннă. Икĕ аманнă çынна çăлнă.
Нарăс, 17 — Филиппинти Лейте утравĕ çинче вырнаçнă Гуинсаугон фермер общини оползень айне пулнă. Общинă çиĕнчи çĕр хулăнăшĕ 30 метра çитет. Пурĕ 117 çын çылăннă, çĕр айне пулнă çынсен шучĕ 1 400 çынран пуçласа 3 пинчен çитме пултарать тесе шутлаççĕ.
Нарăс, 23 — Мускавра Басман пасарĕн тăрри ишĕлсе аннă. 66 ытла çын вилнĕ. Тăрри ирхине ишĕлсе аннă пулсан та пасарта вăл вăхатра çынсем нумай пулнă.
Пуш, 7 — Индири Варанаси хулинче икĕ сирпĕнӳ пулнă. Пĕри храмра пулса иртнĕ, тепри — чукун çул станициĕнче. 6 çын вилнĕ, 60 çын ытла аманнă.
Пуш, 7 — Аддис-Абебăра сирпĕнӳ пулнă. Пĕри хăна çурчĕнче пулнă, тепри пасарта. Тăватă çын вăйлă аманнă.
Пуш, 7 — Тулăпа Липецк облаçĕсен чикки патĕнче автобус грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ.
Пуш, 18 — Тюменьре вырнаçнă спортзалта сирпĕнӳ пулнă. Стенасемпе тăрри персе аннă. Спортзалта вăл вăхăтра пулнă 10 çынран 2 вилнĕ.
Пуш, 19 — Мускаври метрора пăтăрмах пулса иртнĕ. Строительсем свай çапса ăна метро туннелĕ ăшне çапса кĕртнĕ,вăл вăхăтра тоннель тăрах иртекен пуйăса çĕмĕрнĕ. Пăтармахра никам та аманман.
Пуш, 19 — Белоруссире президент суйлавĕ иртнĕ. Суйлав тăрăх Александр Лукашенко çентернĕ.
Пуш, 24 — Францири Мюлуз хулинчи вĕренӳ заведениĕнчи лаборатори сирпеннĕ. Лаборатори çурчĕ ишелсех аннă.
Пуш, 26 — Украинăра парламент суйлавĕ иртнĕ.
Пуш, 31 — Иранра Рихтер шкали тăрăх 5 баллă çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. 2 çын вилнĕ, 50 патнелле аманнă.
Пуш, 31 — Бахрейн çыранĕсем патĕнче паром шыва путнă. 150 пассажиртан 60 çеç çылма ĕлкернĕ.
Ака, 1 — Бразилири Рио-де-Жанейрăран 100 çухрăм тухăçнелле LET 410 самолёт персе аннă. 19 çын вилнĕ.
Ака, 3 — АПШра С-5 çар транпорчĕн самолёчĕ çĕре персе аннă. Самолётра вăл вăхатра пулнă 10 çына госпитале ăсатнă.
Ака, 6 — Китайри Хэнань провинциĕнче пысăк автоавари пулнă. 130 машина патнелле пĕр-пĕрин çине çапăннă. 4 çын вилнĕ, 10 аманнă.
Ака, 10 — Индири Меерут хулинче пасарти пушарта 100 çын çунса кайнă.
Ака, 11 — Китайри Шаньси провинцинче пульница сирпĕнсе кайнă. 27 çын ытла вилнĕ.
Ака, 24 — АПШан Анкоридж хули патĕнче икĕ самолёт çапăннă. Пурĕ 5 çын вилнĕ.
Ака, 24 — Египетра виçĕ сирпĕнӳ пулнă. 22 çын ытла вилнĕ, 150 çын аманнă.
Çу, 3 — Сочи патĕнче «Армени авиалиниĕсен» А320 самолёчĕ персе аннă. 113 çын вилнĕ.
Çу, 25 — Порга (Бенин ) хули патĕнче бензин туртаракан машина сирпенсе кайнине пула 38 çын вилнĕ, 65 аманнă.
Çу, 27 — Индонезири Ява утравĕнче Рихтер шкали тăрах 6,2 баллă çĕр чĕтренĕвĕ пулнă. 5 пин çын ытла вилнĕ.
Утă, 3 — Испанири Валенси хулинчи метрора пуйăсăн икĕ вакунĕ рельçăран тухса кайнине пула 34 çын вилнĕ, нумайăшĕ аманнă.
Утă, 5 — Discovery космос карапне МКС станцийĕ патнелле хăпартса янă.
Утă, 6 — ДКХР Taepodong-2 ракетисене ярса пăхнă. Пурĕ тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх 2, е 6 ракета янă. Ку АПШпа унăн союзникĕсене питĕ килĕшмен.
Утă, 9 — Иркутск аэропортне ларнă вăхăтра A-310 аэробус çунса сирпĕнсе кайнă. 130 çын ытла вилнĕ, 70 ытла аманнă.
Утă, 10 — Пакистанăн хĕвелтухăç енче Fokker самолёт персе аннă. 45 çын вилнĕ.
Утă, 12 — Ливанти Хизбалла юхăм çыннисем Израилĕн икĕ салтакне тыткăна илнĕ хыççăн Ливанпа Израиль хушшинче хирĕçӳ пуçлaннă. Хиреçӳ пĕтĕмĕшле çар операци таран илсе çитернĕ.
Утă, 17 — Индонезире цунами хумĕсем айăнче 500 ытла çын вилнĕ.
Утă, 20 — Аварине пула Нью-Йорк хулинче 100 пин çын патнелле çутăсăр юлнă.
Утă, 23 — Китайра 5,1 баллă çĕр чĕтренĕвне пула 13 çын вилнĕ, 50 патнелле аманнă. Çĕр чĕтренĕвĕн эпицентрĕ Чжаотун хули патĕнче пулнă.
Çурла, 7 — Китайĕн Тяньцзинь хулинчи хими заводĕнче сирпĕнӳ пулнă. 3 çын вилнĕ, 6 аманнă, 2 çухалнă.
Çурла, 11 — Ливанпа Израиль хушшинче хирĕçӳ тăрăх ООН икĕ çапăçакан енĕ те çапăçма чаранмалла тесе резолюци кăларнă.
Çурла, 14 — ООН резолюци кăларнă хыççăн Израиль çарĕсем Ливантан тухнă, Ливанпа Израиль хушшинче хирĕçӳ вĕçленнĕ.
Çурла, 21 — Египетра (Кальюб хули патĕнче) икĕ пуйăс пырса çапăннă. 51 çын вилнĕ, 100 çын ытла аманнă.
Çурла, 21 — Мускаври Чиркизов пасарĕнче икĕ сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 8 çын вилнĕ, 40 ытла аманнă.
Çурла, 22 — Донецк патĕнче Анапăран Санкт-Петербурга вĕçĕкен Ту-154 самолёт персе аннă. Пурĕ 170 çын вилнĕ.
Çурла, 27 — АПШри Кентукки штатĕнче Лексингтонран Атлантăна вĕçекен CRJ-100 самолёт персе аннă. 50 çынран пĕрисĕр пуçсăр ыттисем пурте вилнĕ.
Çурла, 27 — Турцири Мармарис хулинче виçĕ сирпĕнӳ, Стамбулта пĕр сирпĕнӳ пулса иртнĕ. Темиçе теçетке çын аманнă.
Çурла, 28 — Турцири Анталья хулинче сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 4 çын вилнĕ, 71 çын аманнă.
Авăн, 4 — Каир (Египет) патĕнче икĕ пуйăс пырса çапăннă. 5 çын вилнĕ, 30 ытла аманнă.
Авăн, 18 — Будапештра (Венгри ) пăлхавсем пуçланнă. Премьер-министра хăйĕн вырăнне пушатма ыйтнă.
Авăн, 19 — Таиландра çар ылмашăвĕ пулса иртнĕ.
Кăрлач, 14 — Шелли Уинтерс , америка актриси.
Кăрлач, 21 — Ибрагим Ругова , Косово президенчĕ.
Нарăс, 11 — Питер Бенчли , американ çыравçи .
Нарăс, 15 — Петров Андрей Павлович , кĕвĕç.
Нарăс, 16 — Цыганков Геннадий Дмитриевич , паллă совет хоккеисчĕ.
Нарăс, 16 — Бетулинская Анна Юрьевна, кĕвĕç.
Нарăс, 21 — Айхи Геннадий Николаевич , чăваш сăвăçи , тăлмач .
Пуш, 27 — Станислав Лем , поляк çыравçи , сатирик, философ .
Ака, 13 — Терентьев Геннадий Терентьевич , паллă драматург , актёр.
Утă, 9 — Басаев Шамиль Салманович , чечен террорисчĕ, исламисчĕ.
Утă, 23 — Разбаш Андрей Леонидович , телеведущий, режиссёр, продюсер.
Çурла, 15 — Русаков Светозар Кузьмич , вырăс художник-мультипликатор.
Авăн, 11 — Козлов Михаил Алексеевич , прозаик, профессор.
Чӳк, 28 — Полищук Любовь Григорьевна , вырăс совет актриси.
Our
"Network":
Project Gutenberg
https://gutenberg.classicistranieri.com
Encyclopaedia Britannica 1911
https://encyclopaediabritannica.classicistranieri.com
Librivox Audiobooks
https://librivox.classicistranieri.com
Linux Distributions
https://old.classicistranieri.com
Magnatune (MP3 Music)
https://magnatune.classicistranieri.com
Static Wikipedia (June 2008)
https://wikipedia.classicistranieri.com
Static Wikipedia (March 2008)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com/mar2008/
Static Wikipedia (2007)
https://wikipedia2007.classicistranieri.com
Static Wikipedia (2006)
https://wikipedia2006.classicistranieri.com
Liber Liber
https://liberliber.classicistranieri.com
ZIM Files for Kiwix
https://zim.classicistranieri.com
Other Websites:
Bach - Goldberg Variations
https://www.goldbergvariations.org
Lazarillo de Tormes
https://www.lazarillodetormes.org
Madame Bovary
https://www.madamebovary.org
Il Fu Mattia Pascal
https://www.mattiapascal.it
The Voice in the Desert
https://www.thevoiceinthedesert.org
Confessione d'un amore fascista
https://www.amorefascista.it
Malinverno
https://www.malinverno.org
Debito formativo
https://www.debitoformativo.it
Adina Spire
https://www.adinaspire.com