Раман Иринкки
Материал из Wikipedia.
Раман Иринкки (чăн ячĕ Гордеева Ирина Фёдоровна), — прозаик. 1977 çулхи ака уйăхĕн 3 Тутарстанăн Дрожжановски районĕн Городище ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хусанти педагогика университечĕнче, Раççейĕн пĕтĕм тĕнчен çулçӳрев академиĕнче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Хусанта тухакан Сувар хаçатра ĕçлет.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
2003 çулта «Асра юлнă кунсем» кĕнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех унăн калавĕсем 2004 çулта тухнă «Шурă туй кĕпи» кĕнекене лекнĕ.
Унсăр пуçсăр унăн ĕçĕсене час-часах Хусанта тата Шупашкарта тухса тăракан периодикăллă кăларăмсенче пичетлеççĕ.