Геологи
Материал из Wikipedia.
Геологи (гео (çěр) тата логос (сăмах) ), — Çěр тытăмěн строенине, вăл мěнле аталаннине тěпчекен комплекслă ăслăлăх. Çавăн пекех ку ăслăлăх усăллă ископаемăйсене ăçта вырнаçнине тěпчет.
[тӳрлет] Уйрăмсем
Геологи нумай уйрăмран тăрать. Гео сăмахран тăнине ытлашшиех пăхмалла мар, мěншěн тесессěн вăл Çěр енне анчах тěпчеместь, унтан анлăрах та тěпчет. Тěслěхрен, Хěвел системине тěпчекен уйрăмсем: космохими, космологи, космос геологиě тата планетологи.
Çěр планетине оболочкăсем çине пайлама пулать. Çÿлте атмосфера вырнаçнă. Ку газлă оболочка пулать. Шывлă оболочка гидросфера ятлă. Вăл океансенчен, юханшывсемпе кÿлěсенсен тата çěр айěнчи шывсенчен тăрать. Çынсем пурăнакан вырăн боисфера ятлă.
Уйрăмăн илсен геологин çак уйрăмěсене палăртмалла:
- Геохими
- Геофизика
- Минерологи
- Петрографи
- Петрологи
- Геодинамика
- Тектоника
- Микроструктура геологиě
- Историллě геологи
- Докембри геологиě
- Палеонтологи
- Стратиграфи
- Усăллă ископаемыйсен гелогиě
- татаыттите