Нумизматика
Материал из Wikipedia.
Нумизматика (лат. numisma, грек nómisma — укçа), — укçа çапса кăларас тата укçа алран-ала çӳренине тĕпчекен историне пулăшакан дисциплина . Укçа пуçне çавăн пекех слитоксене, тата ытити палăксене (укçа штампелĕсене, документсене) тĕпчеççĕ.
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |
[тӳрлет] Чăваш Енре
2001 çулта Чăваш Енте ялти хресчен çĕр чавнă чухне авалхи пăхăр укçа тупнă. Çак укçана V-VI ĕмĕрсенче ĕлĕкхи хăватлă Согд патшалăхĕнче çапса кăларнă. Ун пек укçасем тĕнчери каталогсенче тупăнман. Укçан легендине арамей чĕлхипе çырнă. Çакă Атăл çине куçса килнĕ пăлхарсем хушшинче согдран тухнă йăхсем те пулнине палăртнă.