Мажуков Алексей Сергеевич
Материал из Wikipedia.
Мажуков Алексей Сергеевич, — чăваш композиторě. 1936 çулхи нарăсăн 10 Чăваш Енěн Çěмěрле районěнчи Çěмěрле ялěнче çуралнă. 1996 çулта Раççей Патшалăхěн тава тивěçлě исскуство ěçченěн ятне илнě.
Шупашкарти юрă-кěвě училищинче, Саратоври (1959) тата Мускаври (1962, Ю. А. Шапорин композици класě) консерватириěсенче вěреннě. Дирижер тата композитор-аранжировщик пулса эстрада оркестрěсенче ěçленě.
Алексей Мажуков кěвě хывнă юрисене Э. Хиль, А. Пугачёва, И. Кобзон, С. Ротару, И. Понаровская, Н. Гнатюк юрланă хыççăн палла тухнă. Çавăн пекех Мажуков Алексей кинопа телефильмсем валли кěвěсем çырнă. Тěслěхрен, «Тахçан Калифорнинче» ("Когда-то в Калифорнии"), «Гаврилов механикăн юратнă хěрарăмě» ("Любимая женщина механика Гаврилова") тата ыттисем.
Мажуков кěввипе Чăваш Академи театрěнче В. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» ("Виндзорские проказницы") комедине лартнă, В. Смирнов сăввипе «Чăваш Ене халалласа» ("Ода Чувашии") çырнă.
[тӳрлет] Дискографи
- «Золотой шлягер 80-х» («Мелодия» фирми, 1995)