Тутарстан
Материал из Wikipedia.
|
|||||
Тĕп хули | Хусан | ||||
Лаптăкě - Пěтěмпе |
47 68 000 км² |
||||
Халăх йышě - Пěтěмпе |
8 3 779 800 патнелле(2002) |
||||
Федераллă округ | Атăлçи Федераллă Округĕ | ||||
Экономика регионě | Атăл-Вятка районĕ | ||||
Регион номерě | 16 | ||||
Патшалăх чěлхисем | вырăс, тутар | ||||
Президент | Ментимер Шаймиев | ||||
Премьер-министр | Рустам Минниханов | ||||
Председатель Госсовета | Фарид Мухаметшин | ||||
Гимн | Тутарстан гимнĕ | ||||
Вăхăт поясě | ГВ +0300 |
Тутарстан (тутар. Tatarstan Respublikası), — Раççей Патшалăхĕн Атăлçи Федераллă Округне кĕрекен Республика. Тĕп хули — Хусан. Республикăн патшалăх чĕлхисем: тутар чĕлхи, вырăс чĕлхи.
Тутарстанпа юнашар хĕвеланăç енче Чăваш Енпе Мари Эл республикисем, çӳрçĕр енче Киров облаçĕпе Удмурт Республики, хĕвелтухăç енче Пушкăрт Республики, кăнтăр енче Самара, Чĕмпĕр тата Оренбург облаçĕсем вырнаçнă.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
Респуликăра 2002 çул тĕлнелле 3 779,8 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 73, 8% хула çынни шутланнă. Ытларах пайĕпе кунта тутарсемпе (51,3%) вырăссем (41%) пурăнаççĕ.
Чăвашсем пур халăхсен шучĕнчен 3,8% шутланаççĕ. Пурĕ 135 пин çынпа танлашать, вĕсенчен Хусанта 12, 5 пин çын пурăнать.
Чăвашсем пысăк ушкăнсемпе Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕсем 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ.
Чăвашсем Хусанта, Пăвара, Теччĕре авалтанах пурăннă пулсан, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.
[тӳрлет] Районсем
- Агрызский район
- Азнакай районĕ
- Аксу районĕ (Аксубай районы)
- Актанышский район
- Алексеевски районĕ
- Элкей районĕ
- Элмет районĕ
- Аппас районĕ (Апас районы)
- Арча районĕ
- Этне районĕ
- Павлă районĕ
- Балтач районĕ
- Бĕгĕлме районĕ
- Пăва районĕ
- Югары Ослан районĕ
- Биектау районĕ
- Çĕпрел районĕ
- Алабуга районĕ
- Зей районĕ
- Яшел Ӳзен районĕ
- Кайбыч районĕ
- Кама Тамагы районĕ
- Кукмара районĕ
- Лайĕш районĕ
- Лениногорск районĕ
- Мамадыш районĕ
- Менделеевски районĕ
- Минзеле районĕ
- Мĕслим районĕ
- Анат Кама районĕ
- Çĕнĕ Шешмĕ районĕ
- Нурлат районĕ (малтан Октябрь районĕ пулнă)
- Питреч районĕ
- Балык Бистесĕ район
- Саба район
- Сарман районĕ
- Çарăмсан районĕ (Чимешән районы, Черемшанский район)
- Спаск районĕ
- Теччĕ районĕ (Тәтеш районы, Тетюшский район)
- Тукай районĕ
- Тĕлечĕ районĕ
- Чистай районĕ
- Ютазы районĕ
[тӳрлет] Хуласем
- Агрыз
- Азнакай¹
- Элмет
- Павлă
- Болгар
- Бугульма¹
- Пăва
- Алабуга¹
- Заинск¹
- Зеленодольск¹
- Хусан¹
- Лениногорск
- Мамадыш
- Менделеевск
- Мензелинск
- Чаллă
- Анат Кама
- Нурлат
- Теччĕ
- Чистополь¹
Раççей Патшалăхěн Атăлçи Федераллă Округě | |
---|---|
Пушкăрт Республики | Мари Эл | Мордва Республики | Тутарстан | Удмурти Республики | Чăваш Ен | Киров облаçĕ | Коми Республики | Чулхула облаçĕ | Оренбург облаçĕ | Пенза облаçĕ | Пермь облаçĕ¹ | Самар облаçĕ | Саратов облаçĕ | Чĕмпĕр облаçĕ | Коми-Пермяк автономлă округě¹ | |
¹ Референдум тăрăх Пермь облаçěпе Коми-Пермяк автономлă округě Федерацин çěнě субъекта пěрлешеççě — Пермь Енě |