Подгорица
Материал из Wikipedia.
Подгорица, — Черногори республикин тĕп хули. Черногори конституциĕ тăрах Цетинье тĕп хула вырăнне шутланать пулсан та кунта административлă çуртсен ытларах пайĕ вырнаçнă.
Подгорица тӳрлем вырăнта Морача юханшывĕ хĕрринче ларать. Пурĕ 140 пин çын пурăнать.
[тӳрлет] Çул-йĕр
Подгорица Черногорин çул-йĕр хушшинче тĕп вырăн йышăнать. Ун урлă Белград-Бар чукун çул иртет. Çавăн пекех Албанине ытти патшалахсемпе çыхăнтаракан Подгорица — Шкодер тата Подгорица — Никшич чукун çулăн тураттисем иртеççĕ.